Кăтартусем аванланнă, анчах татах тăрăшмалла
Канашлура районти шалти ĕçсен пайĕ юлашки çулсенче тикĕс ĕçлесе пынине палăртнă. Çакна районта преступленисем тăвасси, вĕсене уçса парасси, профилактика ĕçĕсем мĕнле шайра пулни те çирĕплетеççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче 37 преступлени "иртнĕ çулхи çак тапхăрта 59" регистрациленĕ. Çав шутра криминаллă милици енĕпе пулнă преступленисен хисепĕ – 68, 4, обществăри хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 22, 5 процент чакнă. Отчетлă тапхăрта йывăр, вăтам йывăрăш тата йывăр мар преступленисем, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сахалрах пулнă, уйрăмах йывăр преступлени пĕртте палăртман.
Малтанхи 3 уйăхра çынна вĕлересси, хытă хĕненипе вилсе кайнă тĕслĕхсем пулман. Çул-йĕр йĕркисене пăснă, автотранспорт хатĕрне вăрласа кайнă, çынна мăшкăлланă, хурахла тапăннă, хулиганла ĕç тунă тĕслĕхсем пулман.
Çав вăхăтрах вăрласси 10 тĕслĕхрен 15 çити ÿснĕ. Вĕсене пурне те уçса панă. Ÿсĕрпе тунă преступленисен шучĕ ÿсрĕ "11-15".
Пĕтĕм преступленисен 97, 3 процентне уçса панă: криминаллă милици енĕпе – 90, обществăри хăрушсăрлăх милици енĕпе – 100. Йывăр преступленисене пурне те уçса панă, вăтам йывăрăшшисене – 87, 5, йывăрах маррисене – 100).
Уголовнăй ĕçсене чарса лартасси "208 статьян 1 пайĕ" чакнă.
Пĕтĕм преступленисен 47, 2) уголовнăй шырав сотрудникĕсем, 33, 3 процентне милицин участокри уполномоченнăйĕсем, 2, 7 процентне ГИБДД инспекторĕсем уçса пама пулăшнă.
Кăçалхи 3 уйăхра экономика сферинче 7 преступлени "иртнĕ çулхи чухлех" тупса палăртнă, анчах криминаллă милици енĕпе 1 преступлени кăна "пĕлтĕр çак тапхăрта – 5".
Преступленисене камсем тунине тишкерни:
хĕрарăмсем – 7
çул çитмен çамрăксем – 2
ниçта та ĕçлемен çынсем – 17
унччен преступлени тунă çынсем – 11
ÿсĕрпе – 9.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çÿлерехри пирвайхи 4 кăтартăвĕ пĕчĕкленнĕ. Çакă профилактика ĕçне вăйлатнипе, суд айăплавĕ хыççăн ларса тухнă çынсене çирĕпрех контроллесе тăнипе çыхăннă. Шел пулин те, йăлара пулса иртекен харкашусем криминогенлă лару-тăрăва йывăрлатаççĕ.
Отчетлă тапхăрта обществăлла вырăнта преступлени тăвасси 2 хут чакнă пулсан "8–4", урамра преступлени тăвасси ÿснĕ.
Автотранспорт хатĕрĕн рулĕ умне ÿсĕрпе ларнăшăн 25 водителе явап тыттарнă "иртнĕ çул – 23".
Канашлура шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕнчи çитменлĕхсене пĕтерме, профилактика ĕçне тата анлăрах туса пыма хушса хăварнă.