Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ПРЕСС–ЦЕНТР ПĔЛТЕРЕТ

Июнĕн 4-мĕшĕ тĕлне район пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш ты-рă культурисем акассине вĕçленĕ, вĕсем пурĕ 9045 гектар йышăннă. Пĕр çул ÿсекен курăксем акассипе хăшпĕр хуçалăхсем малалла ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра “Красная Чувашия”, “Новый путь” ял хуçалăх коо-перативĕсемпе хăшпĕр хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕрулми лар-таççĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” кăçал пилĕк-ултă хресчен фермер хуçалăхĕ те лартса тăвать. “Родник” обществăпа “Шимкусский” ЯХПК çĕрулми лартассине вĕçленĕ.

Районти хăшпĕр хуçалăхсем выльăх кăшманĕ, “Шимкусский” хуçалăх вара выльăх кăшманĕ те, кукуруза та акнă.

“Новый путь” ЯХПК 20 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акса хăварнă.

“Красная Чувашия”, Ленин ячĕллĕ, “Шимкусский” тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем, “Родник” ООО çурхи калчасене çумкурăкран хÿтĕлесе гербицид сапаççĕ, “Красная Чувашия” хуçалăхра çак ĕçе 400 гектар ытларах пурнăçланă.



"Ял ĕçченĕ"
06 июня 2007
00:00
Поделиться