Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çу кунĕ – хĕрÿ ĕçсен вăхăчĕ

Çăва тухсан, ялта ĕç татăлма пĕлмест – ĕлкĕрсе кăна пыр вăхăтра тума. Мĕншĕн тесен, кашни ĕçĕн – хăйĕн вăхăчĕ. Тенеяльсем те акă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене акса пĕтернĕ. Тухăçшăн тăрăшса, вăрлăхсене имçамласа, акнă чухне кăткăс удобрени парса, варăнтарса хăварнă.

Çурхи тулла хĕреслĕ вырнаçтарнă. Малтан акнă уйсем парка ешереççĕ халь. Çавăншăн канăçа çухатса ĕçленĕ те ял ĕçченĕсем. Тырăсене Валерий Андреев МТЗ-82 тракторпа тата 5, 4 м сарлакăш илекен сеялкăпа, Владимир Ермолаев ДТ-75 тракторпа йĕркеленĕ икĕ сеялкăллă агрегатпа акнă. Сергей Сергеев, пултаруллă çамрăк механизаторсенчен пĕри, Беларус 1221 трактортан йывăр культиватор çаклатса, çĕр хатĕрленĕ. Альберт Андреевпа Владимир Белов çамрăксем иккĕшĕ пĕр тракторпа çĕр кăпкалатнă. Андрей Гурьевпа Александр Егоров та çурхи ĕçсенче пулнă. Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр ÿсĕнмен ĕнтĕ: кам пĕр ĕçне тунă, кам – тепĕрне, пĕрлехи тăрăшулăхпа пулас тухăç никĕсĕ хывăннă. Çапла ĕçленипе тырă начар мар пуласса шанать хуçалăх председателĕ Ю.Д.Александров.

Эпир хуçалăхра ытларикун пулнă чухне тенеяльсем çĕрулми лартатчĕç. Çĕре кунта та Сергей Сергеев механизаторах кăпкалатса хатĕрлет. Кĕркунне сухаланă анана çуркунне сÿрелесе нÿрĕк хупланă. Халĕ йывăр культиваторпа пĕр йĕрпех тепĕр хут тухса кăпкалатать. Хыççăн тенĕ пекех тырă акнă çĕрте хастарлăхпа палăрнă Валерий Сергеевич Андреев сажалкăпа çĕрулми лартса пырать. Пĕрлех минераллă удобрени те – нитроаммофоска парса хăварать. Тракториста çак ĕçре Виктор Ильинпа Валентин Дмитриев пулăшаççĕ. Александр Егоров, Т-25 тракторпа вăрлăх тиесе тухса, ăна тÿрех сажалка çине пушатать. Çакна асăрхарăм: пăч-пач айккине тăкăннă çĕрулмине те пуçтарса илсе сажалка çине хураççĕ ĕçлекенсем. Çĕрулми вăрлăхне вунпĕрĕн-вуниккĕн трактор прицепĕ çине тиесе тăнине каларĕ эпĕ пĕлекен Олег Львович Анисимов. Вăл хăй те унта хутшăнать иккен. Тенеяльсен çĕрулми ăнса пулаканччĕ, сахал мар тупăш параканччĕ çуллен. Кăçал та çав шанăçпа ĕçлеççĕ. Çав тĕллевпех анана çу каçипе кăпăшка тытĕç, йăрансене чĕрсе-купаласа тăрĕç, çĕрулмине çумкурăкпа чир-чĕртен, колорадо нăрринчен вăхăтра хÿтĕлеме тăрăшĕç.

Хуçалăх ĕçĕ вара çĕрулми лартнипе пĕтмест, хыççăнах калчасене пăхса тăрасси, курăк çулса выльăх апачĕ хатĕрлесси пуçланĕ. Вунсакăр-çирĕм гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акнă хуçалăх – ăна та çумласа, сайралатса, ретсен хушшисене кăпкалатса тăмалла. Выльăх апачлĕх пăрçа та "кормовые бобы" пуçласа 7 гектар акса хăварнă кăçал. Чипер туса илсен, белоклă апат усса каймалла малашне.

Ку чухнехи ял хуçалăхĕнчи уйрăмлăхсем те палăрмасăр тăмаççĕ. Промышленноçпа ял хуçалăх таварĕсен хакĕсен танмарлăхĕ пирки асăнмастăп та – вăл яла нумай хуçать. Çакăнпа пĕрлех ĕçлекен те сахалланса пырать.

Хуçалăхсенче ĕç вăйĕ, кадрсем çитменни çултан çул хытăрах сисĕнет. Механизаципе те пурне те улăштарма май килмест. Тĕслĕхрен, “Новый путьрех” акă чылайранпа ферма заведующийĕнче ĕçлеме пултаракан çын кирлĕ. Фермăра ĕçлекенсем çитменренех кăçал ĕнесене те халичченхи пек çаранта лагерьте усраймаççĕ, талăкра виçĕ хутчен сăваймаççĕ. Çав вăхăтрах “Новый путь”– хăйне хăй ура çинче тăракан, хăйне хăй саплаштарса пурăнакан хуçалăх. Вăл пысăк продуктивлă ĕнесемшĕн те субсиди илет. Уйĕсем те тухăçлă. Ĕç укçине те ÿстерсех пыраççĕ, вăхăтра параççĕ. Унпа танлаштарсан, ытти чылай хуçалăх пирки мĕн каламалли.

Тенеялĕнчен Тăвайне килнĕ чухне çакна асăрхарăм: çынсем кил çумĕнчи тата уйри харпăр хăй участокĕсенче пикенсех тăрмашаççĕ, пĕрисем йышпа курăк çулаççĕ е трактор кĕртнĕ çулма, теприсем тавăраççĕ, виççĕмĕшĕсем маларах çулса типĕтнĕ курăка купа тăваççĕ, кил картине илсе кĕме хатĕрленеççĕ. Çынсемшĕн ку – хĕл шанчăклăхĕ.



"Ял ĕçченĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться