Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Май уйăхĕнче сахал

Çу уйăхĕ хыçа юлчĕ, çак тапхăрта районта 12 ача çутă тĕнчене килнĕ "апрельте – 14".

Ĕç вăхăчĕ пулнăран-ши çак уйăхра 2 туй "апрельте – 13" кăна пулнă. Халь пахчари, уйри ĕçсем кăштах сахалланчĕç. Çемьеленме вăхăт çитнĕ çамрăксене хăйсен пĕрремĕш тивĕçĕ пирки аса илтерес килет.

Уйрăлакансем нумайланни шухăшлаттарать, виçĕ мăшăр çемйи арканнă. Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси кăна мар çав. Пĕр-пĕрне каçарса, ăнланса, юратса малалла утмасан, пĕрлехи пурнăç тамăк пек туйăнать ĕнтĕ.

Апрельтипе танлаштарсан, майра виçĕ çын сахалрах вилнĕ. 30 çын ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă пирĕнтен.



"Ял ĕçченĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться