Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Профессиллĕ уява – лайăх кăмăлпа

“Тăвайри кооператив” потребобщество профессиллĕ уява лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет. Кĕске срокрах суту-илÿри ла-ру-тăрăва йĕркене кĕртме пултартăмăр. Малтанхи райпоран магазинсене, хатĕрлев уйрăмĕнчи 2 склада илессипе чылай ĕçлерĕмĕр. Суту-илÿ çурчĕсене çывăх уйăхсенче çынсене тивĕçтермелле туса пĕтерес тĕллев тăрать халь пирĕн умра. Эмел курăкĕсене типĕтесси кал-калрах пулса пымалла кăçал.

Работниксене ĕç укçи вăхăтра паратпăр халь. Йывăрлăхран пĕччен е иккĕн тăрăшнипе тухма çук. Пирĕн туслă коллективăн тÿпи пысăк кунта. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлерĕмĕр. Та-вах пурне те çакăншăн. Ултă уйăх хыçа юлса пырать, обще-ствăлла апатланура та, суту-илÿре те «Тăвай çăкăрĕ тулли мар яваплăхлă обществăра та юлнă кунсемпе тĕллевлĕ усă курмалла. Çур çулхи ĕçĕмĕр кашни работникăн чунне савăн-тартăр, тавар туянакансене пирĕнпе çыхăну тытма хавхалан-тартăр.



"Ял ĕçченĕ"
26 июня 2007
00:00
Поделиться