Пуриншĕн те тăван хаçат
Тушкилти почта уйрăмĕн начальникĕ Т.В.Георгиева пире çур сăма-хранах ăнланчĕ.
–Ан пăшăрханăр, “Ял ĕçченĕ” халичченхинчен чакмĕ, кăштах ытла-рах та пулĕ, ăна илсе тăма кăмăл тăвакансем татах та пур-ха, – терĕ, ăшшăн кулса илсе, Татьяна Владимировна.
Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Тушкилпе Ямпулат ялĕсене район хаçачĕ пурĕ 156 экземпляр пырса тăнине пĕлтерчĕ. Пĕрер çулталăк каялла çеç ку хисеп 127 экземпляртан иртмесчĕ. Халĕ ял çыннисем хăйсен тăван хаçатне ытларах илсе тăма тытăннă. Ара, хăйсемпе кÿршĕллĕ тенеяльсем е сăхăтпуçсем мĕнле пурăннине пĕлес тесен те, район хыпарĕсемпе паллашсах тăрас тесен вара пушшех те, алла “Ял ĕçченĕ” тытма тивет. Харпăр хăй пурăнакан ял пурнăçĕ пирки мĕн çырса кăтартни те кăсăклă, паллах. Çитменнине, ятарлă страницă-па эрнелĕх пичетленекен телевидени программи те, унта кун çути куракан пĕлтерÿсем те пурне те кирлĕ. Тата ытти те.
Çаксене шута илмесĕр тăмаççĕ, паллах, ял ĕçченĕсем çитес çур çулшăн хаçат-журнал çырăнма шухăшланă чухне, чылайăшĕ вара малтан район хаçатне суйласа илнине каласа параççĕ кунти поч-тальонсем. Вĕсем иккĕн: Юлия Николаевна Шарапова – Тушкил, Лидия Петровна Волкова Ямпулат халăхĕсене тивĕçтереççĕ хаçат-журналпа. Иккĕшĕ те маттур: Ю.Шарапова çак ĕçре