Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ялти кооперативсем, ял хуçалăх рынокĕсем

Республика кунĕ умĕн пирĕн республикăна Раççей ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев килнине хаçатсемпе телевидени урлă пĕлетпĕр ĕнтĕ. Шăматкун, июнĕн 23-мĕшĕнче, А.В. Гордеев Шупашкарта “АПК аталанăвĕ” наци проек-чĕпе ведомствосем хушшинчи ĕçлев ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ. Ку вăл приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас тĕллевпе иртнĕ. Лару мĕнле пынине ку чухнехи çыхăну пулăшнипе Тăвайĕнче те тимлĕн курса-итлесе ларчĕç.

Унта район пуçлăхĕ Н.И.Иванов, райадминистраципе ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен, Раççей Перекет банкĕпе “Россельхозбанкăн” Тăвайри хушма офисĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем пулчĕç.

Чи малтанах Раççей ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев пухăннисене Чăваш Республикин кунĕпе саламларĕ, ырă сунчĕ, хăйсене ăшшăн йышăннăшăн Республикăна ертсе пыракансене, унта пурăнакансене тав турĕ.

Ларăвăн тĕп ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăрса А.Гордеев ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем тата ял хуçалăх рынокĕсем йĕркелени ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине ÿстерес ĕçре витĕмлĕ пысăк утăм пулса тăнине, Чăваш Енре ку тĕлĕшпе начар мар ĕçленине палăртрĕ. Вăл Республикăна килсе çитнĕ-çитмен Н.Федоров Президентпа пĕрле Патăрьел районĕнчи аш-какай туянса хатĕрлекен тата малтанлăха ĕçлесе хатĕрлекен “АЗИРРА” ял хуçалăх потребитель кооперативăн ĕçĕпе паллашнă. Министр çавăн пекех Канаш хулинче “Россельхозбанк” УАОн Чăваш Енти регион филиалĕн хушма офисĕн çĕнĕ çуртне уçнă çĕре хутшăннă, ун хыççăн Н.Федоров Президентпа пĕрле Канаш районĕнче ял хуçалăх рынокĕ тунă çĕре пĕрремĕш чул хунă.

Министр ялти потребитель кооперативĕсем ял хуçалăх продукцине вырнаçтармалли майсене аталантармалли чи кирлĕ условисенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕ. Ку вăл харпăр хăй кил хуçалăхĕсемшĕн те, ыттисемшĕн те, туянаканшăн та пысăк усă, терĕ. Германинче, тĕслĕхрен, ял хуçалăх продукцийĕн 2"3 пайне ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем урлă вырнаçтараççĕ. Тавай эпир те хамăрăн вырăнти резервсене ĕçе кĕртер, тавар сутмалли-вырнаçтармалли структурăна кирлĕ пек аталантарар, терĕ. Кашни кăмăл тăваканах ял хуçалăх рынокĕнче харпăр хăйĕн продукцине вырнаçтарма, сутма пултартăр. Районсен, ял тăрăхĕсен шайĕнче те витĕмлĕрех пулмалла. Хăш шайра мĕн туса çитермелле – çав чăрмавсене пĕтермелле.

А.Гордеев хăй хыççăн Н.Федоров Президента сăмах пачĕ. Вăл, республикăпа паллаштарса, юлашки çулсенче нумай ĕç тунине палăртрĕ. Мĕнпур яла çут çанталăк газĕ çитернĕ. Халĕ халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Республика кунĕ умĕн 500-мĕш тĕслĕх библиотеки уçнă, ялсемпе хуласенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем ĕçлеççĕ, телемедицина технологийĕсене ĕçе кĕртетпĕр. Çитес çул Чăваш Енри кашни яла автомобиль çулĕ илсе çитерессине вĕçлетпĕр. Республикăра общество инфраструктури вăйлă аталанса пырать, терĕ Н.Федоров. Çаксем, паллах, ялсенче, ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнакансене те ырă витĕм кÿреççĕ. Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем, ял хуçалăх рынокĕсем йĕркелени те ял хуçалăхне шанчăклăн аталантарса пыма пулăшакан факторсем.

Ларура ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем туса хурса вĕсене ĕçлеттерессипе Оренбург, Белгород, Новосибирск облаçĕсем, Мордва, Чăваш Республикисем тăрăшуллă пулнине, çав вăхăтрах ку тĕлĕшпе Адыгей, Мари Эл Республикисем, Курган, Владимир облаçĕсем çителĕксĕр ĕçленине кăтартса пачĕç.

Ларура РФ ял хуçалăх министерствинчен, регионсенчен килнĕ министрсем, çав шутрах пирĕн ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев та, “Россельхозбанк” представителĕсем те сăмах илчĕç. М.Игнатьев республикăра ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе тăвакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Производство чакса пырассине чарса лартнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе хăвăрттăн аталантарассипе ĕçлеççĕ. Малта пыракан вуншар проекта ĕçе кĕртеççĕ. Вĕсем продукци туса илессине ÿстерсе пыма, пахалăхне лайăхлатма тата ĕçлесе хатĕрлеме, продукцие усăллă вырнаçтарма май памалла.

Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене льготăллă кредитсемпе тивĕçтересси, документсене пăхса тухассине ансатлатасси, процентсен ставкисене чакарасси, налук йĕрки, кооперативсемпе рынок валли çĕр уйăрса парасси, информацие вăйлатасси, салук фончĕпе ĕçлесси, муниципаллă салук пирки, малта пыракан опыта сарасси, кооперативсем, рыноксем валли кадрсем хатĕрлесси – тата ытти ыйтусем те хускатрĕç ларура. Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелеме пулăшма ку енĕпе опыт, пĕлÿ пур представительсене явăçтарас пирки те сăмах пулчĕ. “Роспотребсоюз” обществăна хутшăнтарас пирки те калаçрĕç. Техника туянма çăмăллатнă кредита çитес çултан 10 çула çити тăсма пултарассине те пĕлтерчĕç.

Ял хуçалăх рынокĕ хресчене çул уçса парать, терĕç.

Кунтах РФ Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе пирĕн паллă ентеше, Шупашкарти “Çăкăр” УАО генеральнăй директорне, “ЧР апат-çимĕç промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “РФ промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Елена Игнатьевна Бадаевана Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн “За заслуги перед Отечеством” IV степеньлĕ орденпа наградăларĕç.

Лару пĕтсен, Тăвай район пуçлăхĕ Н.И.Иванов сăмах илчĕ. Ведомствăсем хушшинчи ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче каланисене шута илме, пĕтĕмлетме кирли пирки каларĕ вăл. Вĕт район халăхĕ, тĕпрен илсен, ял хуçалăх ĕçĕпе пурăнать. Çавăнпа харпăр хăй килĕнче продукци туса илекенсене тата ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене пурне те пулăшас тĕллевпе ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем, ял хуçалăх рынокĕ тăвасси, вĕсене туллин ĕçлеттересси – пурнăç ыйтакан ĕçсем пулса тăраççĕ, терĕ. Пĕлсе тата лайăх йĕркелеме тăрăшмалла. Хальлĕхе районта 4 кооператив туса хунă, иккĕшĕ ĕçлет. Сĕт, аш-какай сутăн илсе вырнаçтаракан кооперативсем çеç мар, пахчаçимĕçпе те, çĕрулмипе те, ыттипе те кирлĕ. Продукцие тирпейлекен, тивĕçтерекен кооперативсем пулсан лайăх, “Тăвайри кооператив” обществăна та явăçтармалла. Пурлăхпа, складсен çурчĕсемпе, ытти вырăнсемпе туллин те тĕллевлĕ усă курмалла. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тачă çыхăнса ĕçлени кирлĕ.

Халăхран куллен 35-40 пин литра яхăн сĕт пухăнать. Ку вăл вырăнтах тĕрлĕ продукцисем туса кăларма май паракан пысăк резерв. Инвестицисемпе, наци проекчĕсемпе паракан кĕске тата вăрăм сроклăх çăмăллăхлă кредитсемпе производствăна сарса, ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине ÿстерсе пыма, вырăнта ĕçлесе хатĕрлес, продукци кăларас ĕçсене вăйлатма усă курмалла. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра сысна ашне вырнаçтарма йывăр. Ун пирки ЧР Президентне те пĕлтерме тивнĕ.

Районĕпе харпăр хăй кил хуçалăхне аталантарма кăçал пурĕ 62 млн. та 700 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит пама укçа-тенкĕ уйăрнă. Ку тĕлĕшпе хальлĕхе банксен вырăнти хушма офисĕсем çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ Н.Иванов.

Юлашкинчен вăл районта 1 пин пуç ĕне усрамалли комплекс тăвасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Халĕ пĕрремĕш ĕне витин никĕсне хываççĕ. Виçĕ силос траншейи тума тытăннă. Кĕçех шыв башни илсе килсе вырнаçтарса лартаççĕ. Оборудованин пĕр пайне тата тимĕр конструкцисем илсе килнĕ. Пушмак пăрусем кÿрсе килес ыйтупа ĕçлеççĕ тата ытти те.



"Ял ĕçченĕ"
28 июня 2007
00:00
Поделиться