Аборт туни сывлăха сиенлетет
“Курманнин – курас, курнин йĕрес килет”, –тенĕн, çамрăксем ар çыхăнăвне ир кĕме пуçлани шухăшлаттарать. Хĕрсене кайран мĕн пуласси мĕншĕн шиклентермест(
20 çул ытла гинекологра ĕçлесе тĕрлĕ шăпаллă хĕрарăмсемпе тĕл пулма тиврĕ. Шкул парти хушшинче ларнă чухнех йывăр çын пулнă хĕр ачасем те, çулталăкра темиçе хут “тĕвĕленнĕ” ачисене пăрхама килнисем те, каярахпа ача çуратаймасăр куççульпе йĕрекенсем те пур вĕсен хушшинче. Тĕвĕленнĕ пепкисене çураличченех вĕлерекенсем пысăк çылăха кĕреççĕ, хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ. Аборт тăвассинчен сыхланасси пирки хĕрарăмсен консультацийĕнче те ăнлантаратпăр, шкулсенче те калаçусем ирттеретпĕр.
Стационара аборт тума килекенсем хушшинче çамрăксем йышлă. Яваплă утăм тăвиччен тĕплĕ шухăшланă пулсан, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкмен пулĕччĕç вĕсем.
Ар çыхăнăвне кĕрекенсене валли сыхланмалли тĕрлĕ мел сĕнме пулать. Мăшăрланичченех упăшкипе арăмĕ пек пурăнма ан васкăр. Хальхи вăхăтра тата венери чирĕсем те сарăлнă. Лайăх пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне ан кĕрер çавăнпа.
Сыхланмалли мелсене пилĕк ушкăна пайлама пулать:
–чи мелли, чи лайăххи – çемье çавăриччен ар хутшăнăвне кĕменни,
–ар çыхăнăвне вăхăтсăр татни шанчăклах мар;
–презервативпа, диафрагмăпа усă курни;
–гормоналлă таблеткăсем ĕçни;
–стерилизаци туни, маткăна спираль лартни эффективлă мелсенчен пĕри.
“Марвелон”, “Мерсилон”, “Мигрогинон 30”, “Триквилор” ятлă эмелсене ятарласа туса кăларнă. Вĕсене ĕçиччен малтан тухтăрпа канашламалла. Кашни çыннăн организмĕ эмелсене тĕрлĕрен йышăнма пултарать.
Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр тесен, тухтăр сĕнĕвĕсене яланах асра тытăр.