Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хуçалăхри сысна ферминче

“Красная Чувашия” ЯХПКри сысна пăхакансен ĕçĕпе те паллашрăмăр нумаях пулмасть. Енĕшнăрвашсем ял хуçалăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илессипе малтисен шутĕнче пыраççĕ. Лайăх тăрантарни, выльăхсене тăрăшса пăхни харама каймасть, талăкра аван ÿт хушаççĕ нăрик-нăриксем. Пĕр тĕп ама пуçне çура илессипе "10 çура" те кăтарту аван вĕсен.

Хуçалăхăн сысна ферми ял çывăхĕнче вырнаçнă. Эпир унта çитнĕ кун Т.Федорова заведующипе пĕрле канма ларнăччĕ ĕçченсем. “Паянхи куна тĕрлĕ ÿсĕмри сыснасем пирĕн 754 пуç, маларах нумайрахчĕ, çак кунсенче хăш-пĕрисене аш-какая ăсатрăмăр”, –хăйсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ Таисия Николаевна. Вăл кунти коллектив ĕçне вунă çул ытла ĕнтĕ йĕркелесе пырать. Сысна ферминче Вера Ленькова, Наташа Константинова, Елена Иванова, Людмила Герасимова, Валентина Кошкина ĕçлеççĕ. Вĕсем хушшинче пĕр вырăнта нумай çул вăй хуракансем те пур. Сыснасене апатлантарма В. Александров, В.Петров, Н.Евдокимов, Г.Герасимов рабочисем пулăшаççĕ хĕрарăмсене.

Çуллахи вăхăтра тĕп амасене урама уçăлма кăлараççĕ. Д.Григорьев, Ф.Пурш, К.Николаев, В. Иванов вĕренекенсем каникул вăхăтĕнче сысна кĕтĕвĕпе çÿреççĕ.

“Красная Чувашия” ЯХПКри сысна ферминчи витесене газ кĕртнĕ иртнĕ уйăхсенче. Çакăн хыççăн тăкак кăштах сахалланать пулĕ ĕнтĕ. Çăвăрламалли çĕнĕ пÿлĕм пур халь кунта. Çулталăкра выльăхсене икĕ хут çăвăрлаттараççĕ. Сыснасене типĕлле çитĕреççĕ, çăнăх, жмых, фелуцен, шыв тата ытти япаласем параççĕ. Амасенчен çура илессипе Вера Ленькова лайăх ĕçленине палăртмалла. Выльăх-чĕрлĕх пăхасси пĕрре те çăмăл мар. Апла пулин те сысна ферминче вăй хуракансем шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ, ăнăçусем тăваççĕ.

–Сирĕн тÿсĕмлĕх, хавхалану нихăçан та ан иксĕлтĕр. Маттур эсир, йывăрлăхран шикленместĕр, çамрăксемшĕн лайăх тĕслĕх пулатăр, –тесе ырă сунчĕ юлашкинчен хĕрарăмсене пурлăх хутшăнăвĕсен тата АПК аталанăвĕн управленийĕн тĕп зоотехникĕ Е.Михайлова.

Сысна пăхакансем хăйсем мĕнле лару-тăрура ĕçленине килсе курнăшăн тав турĕç, малашне те тăрăшса ĕçлеме пулчĕç. Урамри ăратлă сыснасене савăнса сăнарăмăр эпир, хĕрарăмсем ывăнма пĕлмесĕр ĕçлени куç умĕнче.

Сысна самăртас ĕç тăкаклине пурте пĕлетпĕр, хăй хаклăх пысăк. Апла пулин те районти ял хуçалăх кооперативĕсем ку ĕçе тивĕçлипе туса пыраççĕ. Хăш-пĕрисен выльăхсен йышĕ çулталăкĕпех пĕр шайра тăрать, теприсен ÿсет те пуль. “Шимкусский” ЯХПКра тĕрлĕ ÿсĕмри сыснасем – 1264, “Красная Чувашияра” – 754, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра – 453, “Новый путьре” – 268, “Дружбăн” 95 сысна шутланать. Аш-какай туса илме тухакан тăкаксене, хăй хаклăха чакарассипе тĕрлĕ майсем шыраççĕ ял ĕçченĕсем. Çулталăк вĕçĕнче те выльăхсен йышĕ асăннă шайрах пулсан аванччĕ.



"Ял ĕçченĕ"
07 августа 2007
00:00
Поделиться