Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ОБЩЕСТВО ТАТА ÇУЛ ÇИТМЕН ÇАМРĂК

Яваплăха пурин те туймалла "Правопорядок, закон, общество"

Июнĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа августăн 25-мĕшĕччен республикăра “Подросток” ятлă оперативлă профилактикăлла операци иртет. Ăна ачасем кил çинчен манса çапкаланса çÿрессинчен сыхланас, вĕсене право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас, çавăн пекех ачасен прависемпе законлă интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Июлĕн 9-19-мĕшĕсенче “Çамрăк ача” операцин иккĕмĕш тапхăрĕ – “Çамрăк ача – 2007 çулхи çу” ятпа пулчĕ. Ăна йĕркелесе ирттерме шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, профилактика системин субъекчĕсем хутшăнчĕç. Иккĕмĕш тапхăр вăхăтĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцие Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен пĕр çамрăка ют сарайне кролик вăрлама кĕнĕшĕн илсе пынă. Тунă преступленишĕн ăна учета тăратмалла пулчĕ.

Юлашки вăхăтра çул çитмен çамрăксем тăвакан преступленисен хисепĕ ÿсни хытах пăшăрхантарать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çамрăк ачасем 3 преступлени тунă пулсан, кăçал – 5. Унсăр пуçне тепĕр икĕ ача тĕлĕшпе уголовнăй ĕçсем пуçарнă. “Çамрăк ача – 2007 çулхи çу” тапхăр вăхăтĕнче инспекцире учетра тăракан 28 ачапа тата 13 ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă. Çамрăксемпе ачасем йышлăн пулакан вырăнсене "клубсене, дискотекăсене, автостанцие" тĕрĕслерĕмĕр. Пилĕк ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе ачисене тивĕçлипе пăхманшăн, вĕсене воспитани парассинчен пăрăннăшăн протокол çырма тиврĕ "КоАПăн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн". Йывăр çемьесенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашрăмăр. Шел те, чуна ыраттаракан самантсемпе те тĕл пулма тÿр килчĕ. Çавнашкал хăшпĕр çемьесенче кил-çуртра йĕркесĕрлĕх, таса мар, ашшĕ-амăшĕ ÿсĕр е мухмăрлă. Ачасем тирпейсĕр вырăн çинче выртса тăраççĕ. Çавăн пек çемьесенче ачасем пирки шутламанни тÿрех куç умне тухать.

Пĕрлехи профилактика ĕçне вăйлатмалла. Шел те, хальлĕхе профилактика системине хутшăнса ĕçлеме тивĕçлĕ хăш-пĕр субъектсем çак пысăк яваплă ĕç çине пÿрне витĕр пăхаççĕ. Педагогсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи патрулĕн каçсерен урамсенче, клубсемпе дискотекăсенче пулса лару-тăрупа кăсăкланмалла, йĕркелĕхе ÿстерме пулăшмалла. Чылай çĕрте çакна пурнăçламаççĕ е ячĕшĕн ирттернĕ рейдсен витĕмĕ сахал. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем каçсерен ялсем тăрăх рейда тухаççĕ, анчах нихăш ялта та халь педагогсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи патрульне курнине каламаççĕ. Вĕт ачана тĕрĕс çул çине тухма пулăшни çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç. Воспитани парас ĕçре пурин те тимлĕхе ÿстермелле, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăрăшмалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен те нумай килет пуçарулăх. Эпир ачасемшĕн пурте яваплă – ашшĕ-амăшĕ те, шкул та, депутатсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те.



"Ял ĕçченĕ"
07 августа 2007
00:00
Поделиться