Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ураскассинчи Мария

1
 

Ураскассинчи Мария

“Мария Григорьевна”, – тесе хисеплеççĕ ăна Тăвайĕнче пу-рăнакансем, ватти те вĕтти те, пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăй вăхăтĕнче чылай çынна вилĕмрен çăлнă, ырă сĕнÿсем панă. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ хĕрарăм, çĕр ĕçченĕсен сыв-лăхне упрассишĕн тимленĕ. Кам пирки сăмах пыни пирки ăн-ланчĕ пулĕ-ха вулакан? Çапла, Тăвайĕнчи тĕп больницăра уча-сток терапевтĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă М.Сергеева пирки пĕлтересшĕн. Сăлтавĕ те пур, августăн пĕрремĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать вăл.

...1937 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕ. Ураскассинчи хрес-чен çемйинче çиччĕмĕш пепке кун çути курнă, хальхинче – хĕр ача. Амăшĕн, Евдокия Федоровнан, савăнăçĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр пулнă ĕнтĕ. Ара çемьере ултă арçын ача çитĕннĕ-çке. Ашшĕ, Григорий Матвеевич, пăхса ытарайман чиперккене. Мария ят панă хĕр ачана. Телей валеçекен аист каярахпа тепĕр арçын ача парнеленĕ вĕсене. Çакнашкал пысăк йышра аслисене хи-сеплесе, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, ĕçе юратса, йывăрлăха çĕнтерме вĕренсе ÿснĕ ачасем.

Çулсем иртнĕ май тĕрлĕ çĕре саланнă. Дмитрий Канашри ме-дицина училищи пĕтернĕ хыççăн сывлăх сыхлавĕнче вăй хума тытăннă, Уралта пурăнать. Ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ унăн. Шăпах пиччĕшĕ пек медицина ĕçченĕ пулма тĕллев тытнă та Ураскасси пики. Юнашар ялти, Эльпуçĕнчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан, 1957 çулта Пермь хулинчи патшалăх медицина институчĕн алăкĕсене уçнă. “Çав вăхăтра акман çĕрсене ĕçлесе хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Çамрăксене çак усăллă ĕçе хутшăнма йыхравлатчĕç. Çĕр ĕçĕ питĕ çывăхчĕ те мана, юлташсемпе Казахстана çерем уçма вĕçтертĕмĕр вара. Икĕ çул ĕçленĕ унта, тыр-пул тухăçĕ питĕ аванччĕ. Халĕ ку енĕпе аякка кайма кирлĕ мар, хамăр районтах акман çĕр нумай”, – аса илет Мария Григорьевна.

Шăпа тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ ăна. Аслă пĕлÿллĕ врач-терапевт дипломне илсен, 1963 çулта пирĕн район хĕрне Вологдăри туберкулез санаторине ĕçлеме янă. “Çамрăк специа-листсен виçĕ çул иртмесĕр ĕç вырăнне улăштарма юрамастчĕ. Чун питĕ килелле туртатчĕ. 1966 çулсенче Чăваш çĕршывĕнчи Сосновкăра туберкулез санаторийĕнче терапевт кирлине пĕлтĕм те, унта куçрăм”, – пурнăç кĕнекин “страницисене” ма-лалла уçать хĕрарăм.

Тепĕр çулталăкран тăван ене çаврăнса çитет Мария Григорьевна. Вырăс салинчи участок больницинче харăсах тĕп врач тата терапевт тивĕçĕсене пурнăçлама пуçлать. “Вун ул-тă çул хушшинче миçе çĕр куç хупманнине, миçе çынран тав сăмахĕ илтнине шутласа кăлараймăп халь тин. Чирлисене сыватмалли районти условисене лайăхлатассине хамăн тÿпене хывма май килнĕшĕн савăнатăп”, – калаçăвне тăсать юбиляр.

Район центрĕнче 1980 çулсенелле больницăн çĕнĕ çуртне тума пуçлаççĕ те, 5 çултан пĕтереççĕ, Вырăс салинчи чирли-сене унта куçараççĕ. Мария Григорьевна Тăвайĕнчи участок врачĕнче ĕçлеме пуçлать.

2

Пĕрремĕш хут М.Сергеева тухтăрпа унта паллашма тÿр килнĕччĕ çак йĕркесен авторне. Ăшшăн калаçса, хăвăртрах сывалма сунса, тĕрлĕ сĕнÿсем парса ăсатнăччĕ вăл мана. Те-прехинче çулталăк та çитмен ывăлăмăн ÿт температури ÿссе кайсан чăрмантарнăччĕ, пирĕнпе кÿршĕллĕ пурăнатчĕ те вăл. “Эп ачасене сыватмастăп”, – тесе хирĕçлеменччĕ. Тивĕçлĕ ка-нăва тухсан та сывлăх хуралĕнчен кайма васкамарĕ ырă кă-мăллă тухтăр, 2001 çулчченех вăй хучĕ, 38 çул шутланать унăн ĕç стажĕ. Хĕрарăмăн хастарлăхне тивĕçлипе хакланă. “Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа”, “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. “Маншăн хакли – хам сыватнă çынсем халĕ те ырăпа асăнни”, – шухăшне пĕлтерет пенсионерка.

Общество ĕçĕсене активлă хутшăнма вăхăт тупнă вăл. Ял Совечĕн депутачĕ те, юлташла суд председателĕ те, пропаган-дист та пулнă. Республикăри политвĕренÿ çуртĕнчи Хисеп хă-ми çине тата парти райкомĕн политвĕренÿ кабинечĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ М.Сергеева сăнне. Хĕрарăмсен совечĕн ертÿçин ĕçĕсене çирĕм çул ытла пурнăçласа пынă вăл.

Чи кирли – икĕ хĕрĕшĕн лайăх тĕслĕхлĕ амăшĕ пулнă. Ахальтен мар Светланăпа Лидия унăн çулĕпе кайнă. Асли районти тĕп больницăри ача-пăча консультацийĕн коллективне ертсе пы-рать, сывлăх хуралĕнче 22 çул ĕçлет, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Кăçал Светлана Анатольевнана район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Лидия Анатольевна та аслă пĕлÿллĕ, вунă çул ытла ачасен шăлĕсене сиплет Тăвайри тĕп больницăра. Çак питех те хи-сеплĕ, сăваплă профессин – врачсен династийĕ вĕсен 100 çултан та иртет пулĕ. “Республикăри династисен конкурсне те хутшăнма хатĕрленнĕччĕ темиçе çул каялла эпир”, – тет тара-ватлă кукамай.

3

Çапла, Мария Григорьевнан виçĕ мăнук. Асли, Валя, кăçал Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ. Лена та ун пекех маттур пуласшăн, Сергей сентябрьте пуçласа пĕлÿ тĕнчипе утма тытăнать.

Юратнă мăшăрĕ пирки те ăшă сăмахсем калать юбиляр. Эльпуçĕнче çуралнă Георгий Сергеевич Сергеев предприни-матель пĕлтĕр 70 тултарчĕ пулин те, вашават-ха. Çамрăксене харпăр хăй ĕçĕнче те çитĕнÿсем тума вĕрентет. Арăмне сума сăвать, хисеплет. Ахальтен мар Эльпуçĕнчи апат-çимĕç сута-кан магазинне “Мария” ят панă, тунă чухне кирпĕчренех хурса çырнă. Ĕмĕрлĕхе юлать ĕнтĕ ку. “Ĕненес килмест Мария Гри-горьевна 70 çул тултарнине. Халĕ те çамрăк вăл маншăн. Чылай пулăшрĕ ĕçре, тавах ăна пуриншĕн те. Ураскассинчи чипер Мария, тесе чĕнес килет ăна”, – ытарлăн калаçать Георгий Сергеевич Сергеев, мăшăрне 100 çула çитичченех пурăнма сунать.

 



"Ял ĕçченĕ"
07 августа 2007
00:00
Поделиться