Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ачисем те пултаруллă

Районти, республикăри чылай шкулта çамрăк специалистсем тăрăшаççĕ. Вĕсене пулăшу парса, хавхалантарса тăрасси “Вĕрентÿ” наци проекчĕн тĕп никĕсĕсенчен пĕри шутланать. Педагогсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, ăсталăха туптаççĕ. Çĕнтерÿçĕсем премисене, стипендисене тивĕçеççĕ. Пирĕн шкул та айккинче тăмасть ку енĕпе. Кунта çамрăк, творчествăлла педагогсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – технологи, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен Алина Николаевна Арапова.

1997 çулта Энгельскри индустрипе технологи техникумне пĕтерсен пуçăннă вăл вĕрентÿ ĕçне. Кĕске хушăрах ĕçченлĕхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрнă коллективра. Вĕрентекенпе вĕренекенсем хушшинчи çыхăну çирĕп. Алина Николаевна ачасене чун-чĕрепе ăнланса, ăслăлăх çĕнĕлĕхĕсем шыраса вĕсене ĕçе кĕртес тесе ыттисене явăçтарма пултарать. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем те хăй пекех маттур, тĕрлĕ олимпиада, конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăраççĕ. Акă, пĕлтĕр районта иртнĕ “Амăш чĕри” конкурсра “Анне валли – парне” номинацире Наталия Шибалова 2-мĕш, Ольга Наумова 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вара Елена Муханова мала тухнă. Лена районти наукăпа практика конференцийĕнче “Тăван ен культури” номинацире виççĕмĕш пулнă, республикăри çамрăк таврапĕлÿçĕсен вулавĕнче çĕнтернĕ. Нелли Баданова 2004 çулта республикăра “Прикладнăй творчество” конкурс лауреатне тивĕçнĕччĕ.

Кăçал Мучар шкулĕнчи Надежда Зубова республикăри “Шырав” наукăпа практика конференцине хутшăннă. “Мода тата шкул” номинацире унăн ĕçне чи лайăххи тесе хакланă. Вăл çавăн пекех Шупашкарта технологи олимпиадинче пĕлтĕр иккĕмĕш, кăçал тăваттăмĕш пулчĕ. Çак ÿсĕмсенче пирĕн юратнă учителĕн Алина Николаевнан тÿпи пысăк.

А.Арапова урокĕсенче паянхи вĕрентÿ хатĕрĕсемпе анлă усă курать, проект технологине пысăк пĕлтерĕш парать. Творчествăлла проектсем хатĕрлени вĕренекенсен ăс-тăн пултарулăхне аталантарать, илемлĕхе курма, туйма хăнăхтарать. Шкулти çамрăк программистсем пир-авăра ĕçлесе хатĕрлессипе, кулинари, макраме, предпринимательствăпа кил хуçалăхра укçа-тенке тирпейлĕ тытма вĕрентес енĕпе проектсем тăваççĕ.

Алина Николаевна уроксене çÿллĕ шайра ирттернисĕр пуçне, общество ĕçне, шкулти учительсен методика пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăнать. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче педагогика темисемпе тухса калаçать. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче ăна технологи учителĕсен районти методика пĕрлешĕвне ертсе пыма шаннă. “Пирĕн класслă класс руководителĕ”, – теççĕ ун пирки ачисем.

Педагогикăпа воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн А.Арапована районти вĕрентÿ пайĕн грамотипе, тав çырăвĕпе, Тăвай районĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех вăл ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин грамотине тивĕçнĕ. Çамрăк педагог – Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ.



"Ял ĕçченĕ"
13 августа 2007
00:00
Поделиться