Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ВЫРСАРНИКУН – СТРОИТЕЛЬ КУНĔ

“Чăваш Ен çулĕсем” проект пурнăçа активлă кĕрсе пырать”, – тенĕ августăн улттăмĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцире хула тăвас ĕçĕн тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров. Икĕ çул хушшинче Чăваш Енри пур яла та асфальтлă çулпа çыхăнтарас тĕллеве пурнăçлама çул-йĕр ĕçченĕсем хастар пуçăннине палăртнă вăл. Вăтамран çулталăкра çул-йĕр тума 4–4, 5 млрд. тенкĕ тăкаклама пăхса хăварнă. Паянхи куна 2 млрд. тенкĕлĕх ĕç тунă. Проектăн хакĕ – 9 млрд. тенкĕ. Министр каланă тăрăх хальхи вăхăтра республикăра 26 подрядлă тата 16 проектлă организацисем 190 объектра вăй хураççĕ. “Çул-йĕр тăвассине финансласси лайăхланнине шута хурса çул-йĕр ĕçченĕсем çĕнĕ оборудованисем туянаççĕ, вĕсем пысăк калăпăшлă ĕç тума хатĕр. Хальхи экскаваторсем, асфальт саракан техника тĕрлĕ ĕç тăваççĕ. Кĕреçепе тата алăпа ĕçлекен катокпа нумай мала каяймăн”, – тесе палăртнă А.Гончаров.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 46, 6 км чухлĕ хытă сийлĕ автомобиль çулĕсемпе 22 яла çыхăнтарнă. Ку уйăхра 12 районта юсаса çĕнетнĕ çулсем тăрăх автомашинăсем чупма пуçлĕç.

Пирĕн районта строительсен икĕ организацийĕ ĕçлет. “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă общество Тăвай енри пурте усă куракан автомобиль çулĕсене пăхса тăрать. 93, 795 км муниципаллă çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăма, юсама кăçал 3400 пин тенкĕ уйăрнă.

Тăвай–Кайпăç–Кармал автоçул çинче 558, 476 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă строительсем. “Аниш” – Çĕнĕ Пуянкасси – Нÿшкасси автоçул çинчи пĕтĕмĕшле ĕçсен хакĕ – 4194, 349 пин тенкĕ. “Аниш”– Тушкил çул тăршшĕ 0, 35 км пулнă "556, 272 пин тенкĕ". Вĕсене юсанă хыççăн хута янă.

Подрядчик “Аниш” – Улянкă "0, 55 км" çула çĕнетсе пĕтернĕ. «Аниш» – Нÿшкасси–Энĕшпуç станцийĕ» "4, 44 км" объектра та ĕçсем çак кунсенче пуçланмалла. “Аниш” – Октябрь выçăлкки "2, 4 км" çула çитес çул хута яма палăртнă, унăн проектне тăваççĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем район центрĕнчи 1, 7 км асфальтлă çула юсаса сарлакалатрĕç, çуран çÿремелли тротуара çĕнетрĕç. Халь вĕсем тăрăшнипе заправкăна каякан çул кунсерен якалса, илемленсех пырать. “Дорстрой” кăçалхи 6 уйăхра 17 миллион та 400 пин тенкĕлĕх "иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 3, 8 млн. тенкĕ ытларах" ĕç тунă. “Тăвайри МСО” общество строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшне лайăхлатма тĕрлĕ майсем шырать.

Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна пурнăçлассипе те ĕçлетпĕр. “Чăвашкредитпромбанкран” 920, 0 пин тенкĕлĕх кредит илме 7 çемье кăмăл тунă. Пĕр çемье 180 пин тенкĕлĕх ипотека кредичĕ илме документсем тăратнă, тепĕр виççĕшĕ çак ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Тĕрлĕ йышши çăлкуçсемпе усă курса харпăр хăй валли пурăнмалли 20 çурт "1568 тăваткал метр" ĕçе кĕртнĕ. Тăвайри 47 хваттерлĕ çуртăн икĕ подъездĕнче çынсем пурăнма пуçланă, тепĕр иккĕшĕн никĕсне янă.

Тăрмăш, Енĕш Нăрваш, Тăвай, Тушкил, Тĕмер ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсен генеральнăй планĕсене тума кирлĕ документсем тăратнă. Эльпуç, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Мучар, Чутей ял тăрăхĕсем ку енĕпе ĕçлеççĕ. Электронлă картта тума хатĕрленесси вĕçленнĕ.

“2005-2008 çулсенче Тăвай районĕнчи халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси” программăпа килĕшÿллĕн, Мучарта, Тенеялĕнче, Тушкилте, Ямпулатра, Йăнтăрчăра шывпа тивĕçтермелли объектсем тума пăхнă.

Çĕнĕ Пуянкассинчи, Мучарти ясли-садсене, “УЖКХ” муниципаллă предприятин 2-мĕш номерлĕ котельнăйне çут çанталăк газĕ кĕртмелле. Районти тепĕр 55 çуртра сенкер çулăмпа усă курма пуçланă.

Электричествăпа тивĕçтерессипе те чылай ĕç тумалла. Тăвайри Садовăй, Тăрмăшри Восточнăй, Йăнтăрчăри Николаев урамĕсене, Çĕнçырмари çичĕ çурта электричество кĕртмелли проектпа смета документацине туса пĕтернĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене пикенсех хĕле хатĕрлеççĕ.

Районти строительсем тăрăшнипе пирĕн пурнăç условийĕсем татах лайăхланса, ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. Самантпа усă курса çывхаракан уявпа, строитель кунĕпе, пурне те ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, çемйĕрсенче телейпе килĕшÿлĕх хуçалантăр. Çирĕп сывлăхлă пулăр. Чăваш строителĕн хастарлăхĕ малашне те çăлкуç пек тапса тăрасса шанатăп.



"Ял ĕçченĕ"
13 августа 2007
00:00
Поделиться