Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕр эрнере – тăхăр туй

Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Малтан ача çуралать, ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе çитĕнет, унтан шкула кайма пуçлать. Вăтам пĕлÿ илет те çамрăк, профессиллĕ пулма ытти вĕренÿ заведенийĕсене çул тытать. Ятарлă документ илсен ĕçе вырнаçать. Халь ĕнтĕ çемье чăмăртас пирки шухăшлама та вăхăт. Çак пулăмран пĕлтерĕшлĕреххи çук пулĕ çĕр çинче. Пĕр е икĕ куна валли кăна мар-çке мăшăр, ĕмĕр пурăнма. Çавăнпа çамрăксен хăйсен туйăмĕсене çирĕплетессишĕн чылай тимлемелле. Енчен те пурнăç çулĕпе нумай çул хушши пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса утма пултарасса шансан, туй тума та юрать.

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă тăхăр мăшăр савăнăçлă лару-тăрура çырăнчĕ иртнĕ эрнере.

С.Смирновпа Т.Данилова "Тăвай", С.Федоровпа "Тăрмăш" И.Поликарпова "Тăвай", А.Федоровпа Н.Сувонова "Тăвай", А.Чмиковпа "Тĕмер" Л.Якимова "Вăрмар", С.Ильинпа "Эльпуç" М.Анисимова "Шупашкар", М.Александровпа "Сăхăтпуç" А.Никонорова "Шупашкар", Е.Шамбулинпа "Чутей" Н.Григорьева "Шупашкар", И.Сафоновпа "Кĕрше" А.Волкова "Чутей", В.Степановпа "Ямпулат" А.Гурьева "Тенеяль" çĕнĕ çемьесем çавăрнă. Çак ятпа çамрăксене ЗАГС уйрăмĕ, тăванĕсем, юлташĕсем, çывăх çыннисем саламланă



"Ял ĕçченĕ"
17 августа 2007
00:00
Поделиться