Шкулсем хатĕр
Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси йĕркеленĕччĕ. Вăл иртнĕ кунсенче хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ.
Районти шкулсем вĕренекенсене кĕтсе илме аван хатĕрленнине палăртнă тĕрĕслевçĕсем. Вĕрентÿ çурчĕсенче стенасемпе урайсене сăрланă, маччасене шуратнă, территорисене тасатнă. Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çурчĕн тăррине тĕплĕн юсанă.
Пур шкулта та автоматла пушар сигнализацийĕ лартнă, газ оборудованийĕн шутлакан тата контроллекен приборĕсене тĕрĕслеттернĕ. Котельнăйсем хутмалли сезона хатĕр, системăсене тĕрĕслев витĕр кăларнă. Эльпуçĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула хутса ăшăтма – 100 тонна, Çĕнçырмари пуçламăш классен шкулне 38 тонна çĕркăмрăк илсе килнĕ.
Тĕмерти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула 22 вырăнлă çĕнĕ автобус панă. Эльпуçсемпе мучарсем çĕнĕ вĕренÿ çулне чи аван хатĕрленнине палăртмалла. Педагогсен кадрĕсем çителĕклĕ. Вĕрентÿ фондне çĕнетнĕ, 420 пин тенкĕлĕх 5182 экземпляр çĕнĕ учебник илнĕ.
Кĕскен каласан, районти шкулсем Пĕлÿ кунне кĕтеççĕ.