Таврăн çемйÿне, Палюк
Ĕмĕр сакки сарлака, тенĕ ваттисем. Питĕ тĕрĕс каланă. Темĕн те куратăн, илтетĕн çав пурнăçра. Каç хăйĕн чаршавне тавралăха карнăранпах шухăшласа выртать Санюк аппа. Куççулĕ юхать те юхать, минтерĕ те йĕпеннĕ ĕнтĕ. Чунĕ кÿтсе çитнĕрен, никам курман чухне макăрать ватă хĕрарăм. Хушăран ахлатса илет те тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртать. Сехет çурçĕр иртнине систерсе сасă пачĕ ĕнтĕ, пĕрех çывăрса каяймасть кинемей. Хăйĕн иртнĕ пурнăçĕ, ачисемпе мăнукĕсен малашлăхĕ пирки шухăшлать вăл.
Санюк аппа пурнăçне ĕçлемесĕр ирттермен. Ялта ăна хисепленĕ, унран тĕрлĕ канаш ыйтнă. Мăшăрĕпе, Куçмапа, тăватă ывăл çитĕнтерчĕç. Пурте салтака юрăхлă пулчĕç, каярахпа çемьеленчĕç. Упăшки вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Санюк аппа вăталăх ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ĕçлеймест ĕнтĕ халь, вырăн çинчен те тăраймасть. Пĕр сыпкăм шыв ĕçес килсен те кама та пулсан тилмĕрмелле. Кашни кун, кашни сехетре çынна куçран пăхмалла. Çакăнтан хăрушăраххи пур-ши çĕр çинче( Тăватă “паттăр” кун çути пачĕ пулин те, ыррине курмарĕ вĕсенчен Санюк аппа. Вăталăх ывăлĕ Палюк питĕ ĕçчен, ырă кăмăллă хĕрпе çемье çавăрчĕ. Çулсем иртнĕ май виçĕ ача хушăнчĕ вĕсен йышне. Çăмăл мар Валя кинне, мĕншĕн тесен упăшки нумаях пулмасть урăх хĕрарăмпа çыхланса кайрĕ. Паян, ак, Палюк еркĕнне килех илсе килчĕ, иккĕшĕ пĕр кравать çинче вырăн тупрĕç. Вальăн чĕри ыратрĕ пулин те шарламарĕ. Упăшки эрнипех киле килменрен питĕ вăркатчĕ унăн чунĕ. Тахçан юратнă çыннине курсан, йăпаннă пекчĕ ĕнтĕ хĕрарăм. “Ку аппа малашне пирĕн аттепе пурăнать-и(“ – тесе тĕпчеме пуçларĕç ачисем. Картишне тухса ĕсĕклесех макăрчĕ Валя.
–Турăçăм, пар мана тÿсĕм. Мĕн çитмест-ши Палюка( Амăшне пăхатăп, кил хуçалăхри ĕçсене пĕтĕмпех хам тăватăп. Мĕншĕн çапла хăтланать вăл( – тесе пăшăлтатрĕ кинĕ.
Чÿрече уçăччĕ, унăн сăмахĕсем Санюк аппан хăлхине те кĕчĕç. Шухăш çăмхи малалла кусрĕ вара ватă çыннăн. Валя кинĕ – питĕ чăтăмлă хĕрарăм. Нумай çул пурăнччăр çавнашкал ырă çынсем. Ара, тăватă ачаран пĕри те хăйне пăхаканни пулмарĕ. Кинĕ ăна кунсерен апат çитерет, шыв ĕçтерет, айĕнчи вырăнне майлать, мунчана ача урапипе илсе кайса çăвать. Мĕн кăна çитĕнмест-ши вĕсен пахчинче( Кишĕрĕ, хăярĕ, купăсти, суханĕ, чечекĕ тĕрлĕрен. Йăранĕсем пурте таса. Картишĕнче – ĕни, сурăхĕ, чăххи-чĕппи, хурсем. Витере сысна та пур. Пурне те Валя кинĕпе унăн çул çитмен ачисем пăхаççĕ. Палюк вара кил хуçалăха пĕр пуслăх усă та памасть. Тепĕр чухне килне те таврăнмасть, эрнипех еркĕнĕ патĕнче пурăнать.
Валя кинне шеллесе макăрать те макăрать Санюк аппа. “Вилĕмĕ те илсе каймасть пĕреххут, кинĕме лайăхрах пулĕччĕ”, – текен шухăш та хушăран вĕçет унăн пуçĕнче. Ара, кинне кăшт та пулин çăмăллăх кÿресшĕн мар-и ватă(
Шухăшĕ Палюк ывăлĕн пурнăçĕ çине куçрĕ. Питĕ йăрăччĕ ача чухне, çитмен вырăн хăвармастчĕ. Шкулта лайăх вĕренчĕ, салтакра ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Ашшĕ вилсен вара пирус туртма, эрех ĕçме тытăнчĕ. Çакăнтан начар енне пăрăнма пуçларĕ пулас. Авлансан пушшех иртĕхсе кайрĕ ав. Уншăн пулсан икĕ айкки те тăвайкки халь, килне ют çынна илсе килчĕ.
–Эх, Палюк, нумай ÿкĕнĕн-ха хăв йăнăшусемшĕн. Çемйÿне те аса илĕн: аннÿне, арăмна, ачусене, анчах кая юлăн. Тархаслатăп, шелле вĕсене. Çывăх çыннусен чунĕсене çавнашкал ан йĕпле. Арăмун ырă кăмăлне пула пăсăлса кайрăн эс. Хăвăн пуçна мĕн килет, çавна тăватăн. Таврăн çемйÿне, сана унта кĕтеççĕ, юратаççĕ. Усал çулпа ан кай, этем чысне ан çухат. Ĕмĕр вăл иккĕ килмест. Çемйÿ саланни, пĕр-пĕрне çÿпĕ вырăнне хуни килĕшÿллĕ мар. Куçна хупса качча илмен ĕнтĕ эс Вальăна. Йĕркеллĕ, савса, хисеплесе пурăнмалла санăн унпа, пĕрле чун панă ачасене ÿстермелле. Вĕсене ырă çын пулма вĕрентмелле. Эсĕ те ватăлатăн вĕт, Палюк. Аннÿ пек куççуль юхтармалла пулмĕ-ши сан ун чухне( Шухăшла çакăн пирки, ывăлăм, – хăйĕнпе калаçнăн пăшăлтатса выртрĕ Санюк аппа. Утайрать пулсан кайса ăс парĕччĕ вăл ывăлне.
Илтинччĕ çак ăслă сăмахсене çемйине хакламан Палюк. Сахал мар пирĕн хушăра айккинче телей шыракан арçынсемпе хĕрарăмсем. Çак сăмахсене вуланă хыççăн пĕри те пулин йĕркеллĕ пурăнма пуçласан аванччĕ.