Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ВĂРМАН – ПУЯНЛĂХ

Вăрмансем çут çанталăкăн пысăк пуянлăхĕ пулни пуриншĕн те паллă-ха. Пирĕн çĕршыв вăрмансемпе пуяннине те пурте пĕлеççĕ. Çапах та темиçе цифра илсе кăтартар. Раççейре, ял хуçалăх энциклопедийĕнче çырнă тăрăх, пĕтĕм вăрмансен лаптăкĕ пĕр миллиард гектара яхăн шутланать. Чăваш Республикинче, “Атлас сельского хозяйства ЧАССР” справочникре кăтартнă тăрăх, вăрмансем 521 пин гектар йышăнаççĕ, ку вăл пĕтĕм çĕр лаптăкĕн 30 проценчĕ чухлĕ. “Дела и люди Янтиковского района” кĕнекере пирĕн районта вăрмансем 12008 гектар, пĕтĕм çĕрсен 23 проценчĕ чухлĕ пулнине асăннă.

Пирĕн çĕршывра вăрмансен ытларах пайĕ патшалăх вăрманĕсен фондне кĕрет. Ĕлĕк-авал вăрмансен хуçи пулман, вĕсемпе пĕтĕм халăх ирĕклĕн усă курма пултарнă. Вăрмансене пăхса тăракан та, сыхлакан та пулман. Çавăнпа та вĕсене кам мĕн чухлĕ пултарнă, çавăн чухлĕ пĕр шелсĕр каснă. Çакă та паллă: нумай çĕрте вăрмансен пысăк лаптăкĕсене хăртса çунтарса акмалли çĕрсем "”хăртнăсем”" тунă. Ку ĕнтĕ, паллах, паха йывăçлă вăрмансен лаптăкĕсене чылай сахаллатнă. Пĕрремĕш Петĕр патша ку йĕркесĕрлĕхе пĕтерме шутланă, çак тĕллевпе ятарласа указ кăларнă, Раççейри вăрмансене патшалăх харпăрлăхĕ тесе шутлама йышăннă. Çакăн хыççăн вăрмансене пăхса тăрассине, касса усă курассине, сыхлассине патшалăх енчен йĕркелесе пыма пуçланă. Ялан сыхласа тăма вăрман хуралĕн ятарлă службине туса хунă. Вăрмансене сыхлама салтаксене "стрелоксене" уйăрса лартнă. Кашни салтака "стрелока" уйрăм вăрман лаптăкĕ çирĕплетсе панă. Кайран вара çав лаптăка “обход” теме пуçланă. Пилĕк-ултă е ытларах стрелокăн ĕçне-хĕлне йĕркелесе пыма уйрăм çын лартнă. Ку ĕçе вара флотри матроссене шанса панă. Вĕсем, стрелоксем патне çÿресе, вĕсен ĕçĕсене тĕрĕслесе тăнă. Матроссене каярах объездчиксем теме пуçланă. Çапла вара патшалăх вăрманĕсене сыхлассине стрелоксемпе матроссем туса пынă. Чăвашсем лесниксене – стрилкасем, объездчиксене – матруссем тенĕ. Çак сăмахсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Халĕ кăна вĕсем манăçа тухса пыраççĕ.

19-мĕш ĕмĕрте вăрман хуçалăхне тата тĕплĕрех йĕркелесе яма пуçланă, лесхозсемпе "вăрман хуçалăхĕсемпе" лесничествăсем туса хунă. Лесхозсемпе лесничествăсен пуçлăхĕсем пысăк праваллă, сумлă çынсем пулнă. Вĕсене халăхра “вăрман улпучĕсем” тенĕ.

Вăрмансене патшалăх пурлăхĕ туса хунă хыççăн вĕсене наука енчен никĕслесе тĕпчесе пĕлесси тата вăрман ĕçне вĕрентесси пуçланнă. Ку ĕçе çĕршыври паллă ученăйсем хутшăннă, А.Т.Болотов, А.А.Нартов, М.К.Турский, В.Н.Сукачев, Г.Ф.Морозов вăрман ученăйĕсем пысăк тÿпе хывнă. Вĕсенчен Г.Ф.Морозов ĕçĕсем вăрман наукишĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Вăл вăрмансене наука енчен тĕпчесе вĕренессине йĕркелесе яраканĕ пулнă. Георгий Федорович Морозов 1867 çулта Петербургра çуралнă. Çак уйăхра вăл çуралнăранпа 140 çул çитет. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Раççей вăрманĕсене тĕпчесе вĕренес ĕçре ирттернĕ, Петербургри вăрман институчĕн кафедра пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Хăйĕн тĕпчев ĕçĕсене вăл “Учение о лесе” ятлă кĕнекере çырса пĕтĕмлетнĕ. Асăннă кĕнеке мĕнпур вăрманçăшăн питĕ усăллă ĕç шутланать. Унпа пирĕн çĕршывра та, ытти çĕршывсенче те ялан усă кураççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
17 августа 2007
00:00
Поделиться