Пĕр кунлăх круизра
Круиз Шупашкар шыв портĕнчен пуçланнă. Унтан, теплоход çине ларса, Атăлпа 4 сехет кайнă. Çак хушăра ачасем хушшинче ÿкерчĕксен, тупмалли юмахсен конкурсĕсем йĕркеленĕ, вĕсем сăвăсем каланă, тĕрлĕ вăйăсене хутшăннă. Конкурссенче палăрнисене призсем панă. Çитĕннисем хушшинче те пулнă çавнашкал мероприятисем.
Ветлуга юхан шывĕ аслă Атăла юхса кĕнĕ çĕрте, Чулхула облаçĕпе Мари Эл Республики чикĕленнĕ вырăнта вырнаçнă Юрино поселокĕ "маларах вăл Архангельское ятлă ял пулнă". Кунта сайра тĕл пулакан замок пур, ăна ĕлĕкренпех Атăл тăрăхĕн ахахĕ теççĕ.
Шăпах çакăнта килнĕ те 1812 çулта отставкăри Василий Сергеевич Шереметев генерал, А.В.Суворовăн чи пултаруллă полководецĕсенчен пĕри. 1860 çулта вара именисем Василий Петрович Шереметев хуçалăхĕ пулса тăнă. Вăл шутланă та Юринăра замок тума. Дворец проектне нимĕç, итали тата вырăс архитекторĕсем тунă. Ăна хĕрлĕ тата хура кирпĕчсенчен хăпартнă, çак фон çинче шурă чултан ăсталанă детальсем уйрăмах лайăх курăнаççĕ.
Замокра 100 ытла пÿлĕм. Вĕсем хушшинче – “Картинăсен галерейи”, “Хĕвелтухăç пÿлĕмĕ”, “Юман пÿлĕм”, “Скобелев залĕ” тата ыттисем те. Авалхи керамика, майолика предмечĕсем, тĕнчери художниксен картинисем, 16 ĕмĕр эмалĕ, Китайпа Япони пăхăрĕнчен тунă изделисем, гобеленсемпе кавирсем упранаççĕ вĕсенче.
Çак асăннă Шереметев замокĕнче пулчĕç те круиза хутшăннисем, ачасем те, амăшĕсем те хăйсемшĕн пĕлмелли тата тĕлĕнмелли нумай курчĕç.
Пурне те кăмăла кайнă круиза “Дорстрой” общество "директорĕ В.А.Румянцев" хăй шутĕнчен тÿленĕ. Круиза хутшăннисене кунне 3 хутчен апат çитернĕ. Ертсе пыраканĕ – С.Васильева "Тăвайри “Дорстрой” ООО" пулнă.