Сакăр уйăх хушшинче
Кун хыççăн кун хыçа юлать. Çулталăкăн сакăр уйăхĕ вĕçленчĕ, кĕркунне çитрĕ. Районта çак вăхăтра 106 ача çутă тĕнчене килнĕ, 225 çын вилнĕ.
Пурĕ 80 мăшăр çырăннă. Н.Викторовпа "Нÿшкасси" В.Сергеева "Канаш районĕ" тата А.Егоровпа М.Краснова "Тенеяль" августăн 25-мĕшĕнче мăшăрланнă. Çуллахи уйăхăн юлашки канмалли кунĕсенче туй тунисене ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем, тăванĕсем нумай çул пурăнма суннă. Иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 1-мĕшĕнче тепĕр икĕ туй пулнă.
"Ял ĕçченĕ"