Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кросра тушкилсем çĕнтерчĕç

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче çăмăл атлетсен районти кросĕ пулчĕ. Ăна икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта халалланă.

6-7 классенчи хĕрачасем хушшинче 500 метрлă дистанцие пуринчен малтан Настя Шибалова "Тăвай шкулĕ", Н.Мокеева "Тушкил", Е.Краснова "Пуянкасси" вĕçлерĕç. Надьăпа Лена çĕнтерÿçĕрен 1-2 çеккунт кăна юлчĕç.

Çав ÿсĕмри арçын ачасем 1000 метра чупрĕç. Егор Петров "Пуянкасси" финиша пĕрремĕш çитрĕ "3.30". О.Павлов "Чутей", А.Большов "Тĕмер" – 2-3 вырăнсенче "3.36–3.37".

Çак дистанцирех 8-9 классенчи хĕрачасем тупăшрĕç. Чи лайăх вăхăт "3.47" Катя Немован "Мучар". Е.Карзаковапа "Тăрмăш" А.Григорьеван "Пуянкасси" вăхăчĕ çĕнтерÿçĕрен 3-6 çеккунт япăхрах.

Çав ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче 2000 метрлă дистанцире каллех Пуянкасси шкулĕнчи Николай Иванов мала тухрĕ "7.12". Ун хыççăн финиша Д.Григорьевпа "Нăрваш" Д.Воробьев "Йăнтăрчă" çитрĕç.

10-11 классенчи хĕрсем хушшинче 2000 метрлă дистанцире Тушкил шкулĕнчи Лена Андреевапа "8.43" Катя Петрова "8.49" хăйсенчен никама та ирттермерĕç. Тăвай шкулĕнчи М.Ильинан виççĕмĕш вăхăт "8.51".

Яшсем 3000 метра чупрĕç. Дистанцире Сергей Андреев "Тăвай, 10.37" çĕнтерчĕ. А.Егоровăн "Нăрваш" – 2-мĕш вăхăт "10.40", Д.Павловăн "Тушкил" – 3-мĕш.

Тушкил шкулĕн команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Тăвайсем 2-мĕш, пуянкассисем 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.



"Ял ĕçченĕ"
24 сентября 2007
00:00
Поделиться