Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Октябрĕн 6-мĕшĕнче – кĕрхи ярмăркка

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кĕркуннехи ярмăркка кăçал октябрĕн 6-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи пасар лапамĕнче иртет. Унта халăха куллен кирлĕ таварсем, ял хуçалăх продукчĕсем, çамрăк хунавсемпе тĕмсем сутаççĕ. “Çитрĕ-тăчĕ кĕркунне” ятлă музыкăпа театр представленийĕ пулать.

Ярмăрккана хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен комиссие район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров ертсе пырать, унăн çумĕ – экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.



"Ял ĕçченĕ"
24 сентября 2007
00:00
Поделиться