Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çĕр ыйтăвĕ тавра

Пĕр ÿкерчĕк паянхи кун та асра. Чухăн хресченĕн çĕрĕ хăрах ура çинче тăмалăх кăна юлнă. Ыттисем вара – пуянăн. Урисене икĕ еннелле пăхтарса, сарăлса тăрать унта хуçи. Питĕ тĕрĕс ÿкерчĕк "карикатура" тунă художник. Ĕлĕк чăнах та хресченĕн çĕр сахал пулнă е пачах та пулман. Пуянни вĕçсĕр-хĕрсĕр çĕрĕ çинче хăй ĕçлемен те, хресченсене тара тытнă.

Кайран ку ыйтăва татса панă, чухăнсене çĕр валеçнĕ. Çулсем иртсен пурин валли те пĕрешкел уйăрма тăрăшнă çĕре. Çанă тавăрса ĕçлемелле кăна ĕнтĕ çынсен, пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла, пысăк ĕçсенче пĕрле пулмалла.

Анчах апла мар иккен. Çĕр ыйтăвĕ паянхи кун та пур. Ĕлĕк çĕре тыта-тыта илнĕ тенĕ шиклĕх туйăмĕ ăруран-ăрăва куçнă, хальхи вăхăта çитнĕ вăл. Харпăр хăйĕн çĕрне никама та парас мар тĕллев ял çыннисен ăнланăвĕнче çирĕпленнĕ. Хăрах ура кĕмелĕх çĕршĕн пĕр кÿрши теприне вăрçать халь, тытăçса каякансем те пур, судлашаççĕ те, иçмасса. Паянхи кун вара çĕрĕ пурин валли те çителĕклĕ, гектарĕ-гектарĕпе акăнмасăр юхăнса выртать. Кирлĕ пулсан, тархасшăн. Ил те, тар юхтар кăна, пĕр ял çыннин, кÿршĕн çĕрне ăмсанма вăхăт та юлтăр. Теприн аллинчи кукăль яланах пысăк пек курăнать çав. Çĕршĕн вăрçăнма юрамасть, тенине асра тытса пурăнар.



"Ял ĕçченĕ"
18 октября 2007
00:00
Поделиться