Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кĕвĕçет пулсан, юратать, тенине час-часах илтме пулать. Çапла шухăшласа йăнăшатăр кăна.

Çемьере упăшки е арăмĕ час-часах пĕччен юлать. Çакнашкал лару-тăрура кулленхи хутшăнусене айккинче шырама пуçлать те мăшăрсенчен пĕри, шанми пулать теприне. Ĕçре нумай тытăнса тăнăшăн, юлташĕсемпе тăтăшах калаçнăшăн, яланах шахматла выляса ларнăшăн та кĕвĕçме пулать.

Упăшкăр хăйне сасартăк лайăх тыткалама пуçлать, ăшшăн калаçать пулсан, вăл сирĕн умра мĕнпе те пулин айăпа кĕнĕ. Е тата ĕçрен килсенех харкашу пуçарсан, начар лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Пĕтĕмлетÿ тума ан васкăр. Ăнăçлă штурмлаканни мар, йывăрлăха тÿсекенни çĕнтерет арçыншăн пыракан кĕрешÿре.

Улталакан мăшăра тÿрех уççăн айăплама шутлани тĕрĕсех мар. Вăл ку темăпа интересленме пăрахать те тата урăхларах приключени шырама пуçлать. Вăрçнисĕр пуçне арăмĕ е упăшки нимĕн те тăвайманнине пĕлет. Мăшăрĕ умĕнче кулленех хăйне айăплă туйса çÿрени, улталанине пĕлесрен шикленни ăна хăйне урăхларах тыткалама пуçламалли патне илсе çитерет.

Мăшăрăр сире мĕншĕн улталанине ăнланма, ăна çемьере мĕн канăç паманнине пĕлме тăрăшăр, вăл интересленекен темăпа лăпкă калаçу пуçарăр, пĕрле ĕçлĕр кил хуçалăхра, унăн ăсталăхне, хастарлăхне сасăпа палăртма ан манăр. Упăшкăр е арăмăр улталанине хирĕç тавăрма юрамасть, çемьери лару-тăрăва пушшех йывăрлатма пултаратăр.

Вăрçă-харкашура, шанманлăхра пурăнма йывăр. Ĕçре каçсерен тăтăшах тытăнса юлмалли пулсан е пĕрле ĕçлекенсем киле шăнкăравласах мĕн те пулин ыйтсан, мăшăрăн кĕвĕçÿ туйăмĕ хăвăрт аталанма пуçлать. Çавăнпа ăна хăвăрăн ĕçтешĕрсемпе çывăхрах паллаштарсан аван. Вĕсем енчен хăрушлăх пулмассине туйсан, вĕчĕрхенекен çын лăпланать. “Ман пирки шухăшлать апла, кĕвĕçет”, – тесе пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ хăшĕсем. Пур чухне те тĕрĕс мар ку. Хăйĕн харпăрлăхĕ вырăнне хурса кĕвĕçекенсем те пур, юратнипе мар. Хăйĕн япалине вара никамăн та çынна парас килмест.

Çавăнпа мăшăрĕсене хăйсен кĕвĕçÿ, вĕчĕрхенÿ, ăмсану, шанманлăх туйăмĕсене çирĕп контроллеме сĕнесшĕн. Çын сăмахне нихăçан та ан итлĕр, малтан ултава хăвăр курса çирĕплетĕр. Çемйĕрсенче лăпкăлăх, юратупа телей кăна хуçаланĕ вара. Шанăр пĕр-пĕрне, ан кĕвĕçĕр.



"Ял ĕçченĕ"
18 октября 2007
00:00
Поделиться