Кредит укçипе
Пурнăçра укçа вырăнĕ нумай. Çурт-йĕре е хваттере юсама та укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. “Çакна шута илсе Раççей Перекет банкĕ кăçалхи июнь уйăхĕн вĕçĕнчен ку тĕллевпе ятарласа çĕнĕ условисемпе кредит пама тытăннă "на ремонт объекта недвижимости ятлă вăл". 30 çул таран сроклăха пама пултараççĕ ăна. Асăннă кредита 10 çул таран сроклăха илтĕн пулсан, çулталăкра 12 процент çинчен тивĕçтереççĕ унпа, 20 çул таран – 12, 25, 30 çул таран – 12, 5 процент çинчен. Кредит укçи-тенкипе мĕнле усă курнине çирĕплетекен документсене вара 8 уйăх хушшинче тăратмалла Перекет банкне”, – терĕ РФ Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Тăвайри 7507"053 номерлĕ хушма офисăн заведующийĕ А.П.Краснов.
Ку вăхăт тĕлне çурт-йĕр е хваттер юсама паракан кредитпа 17 çын усă курнă. Унăн чи пысăк сумми асăннă кредита илекен çыннăн тупăшĕнчен килет.
Вăраха ямасăр тумалли ĕçсем "на неотложные нужды" валли те поручительсемсĕрех 45 пин тенкĕ таран "поручительсемпе чылай ытларах та" кредит илме пулать. Ăна çулталăк çурă таран сроклăха параççĕ. Чăн та, çулталăка 17 процент çинчен.
Шанăç "доверительный" кредита та халĕ çулталăк çурă таран сроклăха пама тытăннă. Вăл – çулталăка 15 процент çинчен. Кредит илекенĕн тупăшне кура ăна 150 пин тенкĕ таран пама пултараççĕ. Поручительсемсĕрех тивĕçтереççĕ унпа. Документсем те темĕн те пĕр кирлĕ мар – паспорт тата юлашки ултă уйăхри тупăша кăтартакан справка тăратмалла банка. Çаксем кăна. Кредитне çав кунах е тепĕр кунне параççĕ. Шанăç кредитпа халиччен кредит илсе ăна вăхăтра тавăрса панă е унпа вăхăтра татăлса пыракан çынсене тивĕçтереççĕ.
Перекет банкĕ хапăл туса кĕтет сире.