Шкулта – райхаçат журналисчĕсем
Тăватă урок хыççăн пулнă линейкăра шкул библиотекарĕ çак мероприятин тĕллевĕпе, çĕнĕ литература вулама юратакансен списокĕпе паллаштарчĕ. Шкулта кĕнекепе туслă ачасем кашни класрах пур, анчах, библиотекарь шухăшĕпе, ку çителĕксĕр-ха. Рефератсем çырнă, массăллă ытти мероприятисене хатĕрленнĕ чухне вăл библиотека кĕнекисемпе анлăрах усă курма сĕнчĕ.
Ун хыççăн журналистсем сăмах илчĕç. Тĕп редакторăн çумĕ И.Соловьев кĕнеке çын пурнăçĕнче çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл çыннăн ăс-хакăлне аталантарнине, унăн культурине ÿстернине, çыннăн кăмăлне ырăлатнине, унăн характерне туптама пулăшнине палăртрĕ. Çырусен пайĕн редакторĕ А.Никитина çамрăк вулакансене район хаçачĕпе тачăрах çыхăну тытма, тăван хаçата куллен вулама, редакцине заметкăсем ытларах çырма сĕнчĕ. Ачасенчен ыйтнă тăрăх, вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ “Ял ĕçченĕ” хаçата çуллен çырăнса илет-мĕн.
Çавăн хыççăн вулав урокĕсем пулчĕç. Шкул хăнисем 6, 8, 9, 11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулса кĕнекен пурнăçри вырăнĕ пирки калаçрĕç. И.Соловьев ачасене хăй вырăссен чаплă поэчĕ С.А. Есенин çуралнă Константиново ялĕнче поэтăн 80 çулхи юбилейне уявланă çĕрте пулни çинчен каласа кăтартрĕ, унта çапса илнĕ сăн ÿкерчĕксен альбомĕпе паллаштарчĕ. Вăлах пирĕн ĕмĕрти вырăс литературин классикĕсенчен пĕринчен В.П.Астафьевран илнĕ открытка содержанине вуласа пачĕ, вĕренекенсене унăн произведенийĕсемпе паллашма сĕнчĕ. Альбина Александровна хăй журналист сукмакĕ çине епле тухни çинчен интереслĕ каласа кăтартрĕ. “Сирĕнтен кашниех хаçат çынни пулаймĕ, пурнăçра ытти тем тĕрлĕ професси те пур. Анчах хаçатра ĕçлекенĕн тем тĕрлĕ професси çыннипе те тĕл пулса калаçма, вĕсем çинчен çырма тивет. Мана çавăншăн килĕшет те журналист профессийĕ”, – терĕ вăл.
Хаçатçăсем çамрăк вулакансен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕç, вĕренÿре çине тăраслăх, ăнăçу сунчĕç ачасене.