Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ачасене пилленĕ шăпа

Çĕр çинче мĕнле кăна професси çук: тыр-пул ÿстерекен, çăкăр пĕçерекен, тухтăр, юрă-ташăпа савăнтаракан... Анчах вĕсене пурне те çунат хушма пулăшаканĕ – Учитель.

Сăмахăм кунта Эльпуç шкулĕнче математика вĕрентекен Надежда Николаевна Игнатьева пирки. Вăл 1953 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Элĕк районне кĕрекен Туçи ялĕнче çуралнă. Саккăрăн ÿснĕ вĕсем çемьере: Надежда – чи асли. Шĕмшешри вăтам шкулта вĕреннĕренпех лайăх пĕлетĕп ăна. Хамăртан 3 çул аслăрах ачасем çине ăмсанса пăхаттăмăр, ун çине – пушшех те. Мĕнле-ха пур предметпа та “5” паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыма пулать-ха тесе тĕлĕнеттĕм. Вăл ун чухнех хăй чунтан юратнă математика учителĕн, Зинаида Сергеевнан, ĕçне малалла тăсма тĕллев лартнă-мĕн.

1970 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Надежда И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.

...Тин çеç математика вĕрентекенĕ пулса Эльпуç ялне килнĕччĕ. Мăшăр куçсем тĕлĕнсе те чăрлаттарса пăхни халĕ те куç умĕнчех. Çап-çамрăк учительница асамлă пĕлÿ тĕнчи тăрăх, вĕçĕ-хĕррисĕр йывăрлăхсене парăнтарса, малалла кайма пулăшнă вĕсене. Вăхăт сиккипе шăвать, унтанпа 34 çул та çитрĕ.

Н.Игнатьева – тĕлĕнмелле сăпайлă çын. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, ăс парассишĕн çунать. Чун илемне, чĕре ăшшине ачасене парнелет.

Надежда Николаевна пĕр çул та класс ертÿçи пулмасăр юлман. “Ачасем ватăлма памаççĕ, – тет вĕрентекен. –Тĕрлĕрен вăйăсем выляма та, йĕлтĕрпе те, çуран та çула тухма, ахăлтатса кулма та, тепĕр чухне савăнăç куççулĕпе çăвăнма та тÿр килет вĕсемпе”.

Ăста педагога тĕрлĕ сыпăкри органсен грамотисемпе пĕрре кăна мар чысланă, ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине, «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Ырă та парахтарлă ĕçшĕн хавхалантарни татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй хушать.

Учителĕн савăнăçĕ те пачах урăхла. Мулпа мухтанассинче мар, хăй вĕрентнĕ ачасен телейлĕ шăпинче. Вĕсем вара вĕрентекене манмаççĕ, килсех çÿреççĕ, ăшă саламсем вĕçтереççĕ.

Надежда Николаевна турă çырнине Эльпуçĕнче тупнă. Василий Николаевичпа алла-аллăн тытăнса икĕ хĕрне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ленăпа Катя аслă пĕлÿ илнĕ, ашшĕпе амăшĕн çулне суйланă.

Ентешĕме, ĕçтешĕме юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, кăвак хуппи ан пăрăнтăр сиртен. Мехелпе хевте пур чухне тăрăш эппин, юратнă та çывăх çыннăм! Ачасене пилленĕ юрату хĕлхемĕ ан иксĕлтĕр, ытлă-çитлĕ, тулăх пултăр.



"Ял ĕçченĕ"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться