Ытларах ЛПХ кредичĕ илеççĕ
Шухăшлатăн та, пурнăç шав малалла кайса пырать, улшăнусем ăна çĕнĕлĕх кÿрсех тăраççĕ. 167 çул каялла кăна-ха çĕршывра пĕрремĕш перекет кассисем йĕркеленнĕ. Халĕ вара çынсен, предприятисемпе учрежденисен, бизнесменсен пурнăçĕнче Перекет банкĕ çав тери пысăк вырăн йышăнать. Урăхла каласан, хальхи вăхăтра Раççей Перекет банкĕ çынсемсĕр, клиентсемсĕр вуçех те тăмасть. Хамăр районти Перекет банкĕнчех акă çынсене 15 тĕрлĕ кредитпа тивĕçтереççĕ. Вĕсен укçине упрама йышăнни пирки вара асăнмăпăр та – вкладсен сумми çуллен ÿссе пырать. Çынсем шанаççĕ Перекет банкне.
Юлашки çулсенче çынсем ытларах ЛПХ кредитне, хăйсен кил хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллăхлă кредита, ытларах илеççĕ. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн асăннă кредита 2006 çулта пама пуçланă. Унтанпа çынсем хамăр районти Перекет банкĕнчен кăна 41 миллион та 733 пин тенкĕлĕх 709 ЛПХ кредичĕ илсе усă курнă. Çапла çирĕплетсе каларĕ кредит пайĕн аслă инспекторĕ Э.А.Михайлова. Çынсем асăннă кредит укçипе выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетнĕ, пĕчĕк хăватлă техника, çамрăк выльăхсем, пыл хурчĕсем, вăрлăхсем туяннă тата ытти те. Ют çĕршывсенчен 40 процент ытла аш туяниччен, хамăрăн фермăсемпе кил хуçалăхсенчен ытларах туса илес, теççĕ çынсем. Юлашки вăхăтра хăвачĕпе 100 лаша вăйĕ таран тракторсем, груз турттаракан УАЗсем, Газельсем те ытларах туянаççĕ.
Кăçал, çулталăк пуçланнă кăна-ха, анчах 16 ЛПХ кредичĕ илме ĕлкĕрнĕ те çынсем – 2 миллион та 900 пин тенкĕлĕх. Пĕр заемщик пуçне вăтамран 180 пин тенкĕ тивет. Çав шутран виççĕшĕ УАЗпа Газель машинăсем туянма илнĕ. Тĕп банкăн хальхи рефинансировани ставкине шута илсен, машина хуçисене 11 процентран 10, 25 процентне каялла тавăрса параççĕ. Поручительсем те кирлĕ пулмаççĕ.
ЛПХ кредитне ытти тĕллевпе илекенсем валли те субсиди пайĕ кăштах ÿснĕ. Ку вăл çынсемшĕн тепĕртак çăмăллăх.
Урамри банкомата кĕрсех тăраççĕ
Кăçалхи январь вĕçĕнче çеç уçăлнăччĕ-ха Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Тăвайри 7507"053 номерлĕ хушма офисĕн урамри банкомачĕ. Сăнатăп та, унта кĕрекен сукмак такăрлансах пырать. “Кĕске хушăрах урамри банкомат услугипе 50 яхăн çын усă курчĕ”, – терĕ иртнĕ эрне вĕçĕнче Тăвайри офис заведующийĕ А.П. Краснов. Банкомат пирки пĕлнĕçемĕн çынсем унта ытларах та ытларах пырса çÿрессе шанать районти тĕп банкир. Урамри банкомат талăкĕпех тата кану кунĕсемпе уявсенче те ĕçлет-çке.
Кредитсем йĕркелеççĕ
Уйрăм хуçалăхсем, минераллă удобренисем хакланса кайĕç тесе, иртнĕ декабрьтех ăна туянма Перекет банкĕнчен кивçен укçа илнĕ. 2008 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсем çывхарса пынă май, районти хуçалăхсен представителĕсем халĕ Перекет банкне ытларах кĕрсе çÿреме тытăннă. Вĕсем çитес çураки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, вăрлăхсем, запас пайсем туянмашкăн “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе пăхнă çăмăллăхлă кредитсем йĕркелеççĕ.
Çитес çĕре туххăмрах çитет
Перекет банкĕн услугисем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри – блиц-куçару "блиц-перевод". Ку йышши услугăпа нумай çын усă курать халĕ. “Унпа куçарнă укçа-тенкĕ çĕршывăн кирек хăш кĕтессине те пĕр сехетрен кая юлмасăр çитет. Меллĕ те, шанчăклă та”, – тет А.П. Краснов заведующи.