Шахмат корифейне халалласа
Районти шахмат историйĕнче Василий Николаевич Чернов çинчен илтмен çын çук. Вăл района таврăннă хыççăн "çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕ" Тăвай районĕнче шахмат аталанăвне çĕнĕ варкăш пырса кĕчĕ. Тăтăш турнирсем иртме, район команди республикăна тухса çÿреме тытăнчĕ, пултаруллă çамрăксен ăрăвĕ ÿссе çитĕнчĕ. Василий Николаевичăн 3 хĕрĕ те шахматла ăста вылянă, район чысне республикăра ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вăл пуçласа çамрăк шахматистсен кружокне йĕркелесе, ачасене теорие вĕрентме тытăннă. Василий Николаевич пирĕншĕн шахмат корифейĕ шутланнă. Çавăнпа та шахматистсем пĕр шухăшлă пулса çуллен Василий Черновăн асăну турнирне ирттерме килĕшсе татăлчĕç.
Кăçалхи турнир февралĕн 16-мĕшĕнче Тăвайри вăтам шкулăн çĕнĕ çуртĕнче шашка-шахмат клубĕнче пулать. 9 сехет тĕлне пухăнма ыйтатпăр.