Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ВĂЙ ИЛСЕ АТАЛАНАТЬ

РФ Президенчĕ В.В.Путин: “Чăваш Республики тĕрлĕ наци çыннисене ячĕшĕн мар, юридици тĕлĕшĕнчен те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме лайăх никĕс хывнин питĕ паха тĕслĕхĕ пулса тăрать. Кунта ĕçлекен тĕрлĕ пĕрлешÿсене Республика Президенчĕ пулăшса пырать. Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенче те çавăн пек чăннипех ĕçлекен пĕрлешÿсем пулччăр тесе тăрăшмалла пирĕн”.

Чăваш Енре наци политикине пурнăçа кĕртесси “Чăваш Ен культури: 2006–2010 çулсем” тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Хамăр районта та çавăн евĕрлĕ программа йышăннă. Акă, иртнĕ çул вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсенче наци вĕрентĕвне, чĕлхене, культурăна аталантарассипе çыхăннă конференцисем, “çавра сĕтел” хушшинчи тĕлпулусем, семинарсем йĕркеленĕ. Районта вырăс тата чăваш чĕлхи учителĕсен методика пĕрлешĕвĕсем пур. Вĕсем уйăхсерен, тĕрлĕ шкулсене тухса, занятисем йĕркелеççĕ. Çакă вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелли мелсенчен пĕри.

Хуларинчен тĕслĕх илсе, пирĕн тăрăхра та чăваш наци символикипе ялсен сăн-сăпатне йĕркеленĕ çĕрте усă кураççĕ.

Обществăлла апатлану тытăмĕнчи предприятисенче чăваш наци апат-çимĕçне хатĕрлесе халăха сĕнесси йăлана кĕчĕ. Какай шÿрпи, хуплу, тултармăш, шăрттан, пÿремеч чылайăшне кăмăла каяççĕ.

Хамăр пурăнакан вырăн хăйне евĕрлĕхне упраса хăварас ĕçре çулсеренех Тăвай районне йĕркеленĕ куна – мартăн 1-мĕшне – паллă туни ырă витĕм кÿрет. Çавăн пекех ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулсенче, библиотекăсенче чăваш чĕлхи кунне палăртаççĕ. Кăçал чăвашсен паллă ăсчахĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Çавна май кăрлач уйăхĕнче вĕрентÿ системинче наукăпа практика конференцийĕ йĕркелесе ирттерчĕç. Çавăнпа пĕрлех чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕн К.В.Ивановăн “Нарспи” поэми 100 çул тултарнине те районта анлăн палăртаççĕ.

Халăх пултарулăхне аталантарас тĕллевпе кăçал районта нарăс уйăхĕн вĕçĕнче “Мухтав саманчĕ”, пуш уйăхĕнче – драма коллективĕсемпе халăх театрĕсен, ака уйăхĕнче – юрăçсемпе купăсçăсен тата такмак калакансен смотр-конкурсĕсем, çу уйăхĕнче эстрада юрăçисен “Тăвай шевлисем” фестиваль йĕркелеççĕ.

Вун пилĕк çул ĕнтĕ Тăвай районĕ Кемер облаçĕнчи Прокопьевски районĕн Михайловка ялĕнче никĕсленекен Кузбасри чăваш культурин центрĕпе туслă çыхăну тытать. Михайловкăра пирĕн районти 9 ялтан тухнă çынсен несĕлĕсем тĕпленсе пурăнаççĕ. Районти культура çурчĕн пултаруллă артисчĕсем унта виçĕ хутчен пулнă, ентешĕмĕрсем патне чун-чĕре патне çитекен чăваш юрри-ташшине илсе çитернĕ. Кăçал Михайловкăна никĕслени 100 çул çитет. Çав ялăн тараватлă çыннисем тăвайсене те хăйсен пысăк уявне йыхравласшăн.

Иртнĕ çулсенче «Тăвай ен» халăх ансамблĕ Тутар тата Удмурт республикинчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи ентешсем патĕнче пулнă. Туслă тĕлпулусем наци культурине, йăли-йĕркине упраса хăварма тата малалла аталанма пулăшаççĕ.

2002 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çырав тăрăх, Чăваш çĕрĕ çинче 92 наци çынни тĕпленнĕ. Пирĕн тăрăхра чăвашсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, удмуртсем, ытти тĕрлĕ халăх представителĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Вырăс ялĕсем – тăваттă. Вĕсенче наци йăли-йĕркине упраса хăварассине тимлĕхре тытаççĕ. Акă, Мучар ялĕнчи культура ĕçченĕсем ача-пăчапа “Рождественские колядки”, çамрăксемпе “Раз в крещенский вечерок” улах каçĕ, ял-йышпа “Проводы Масленицы”, “Осенние Кузьминки” уявсем йĕркеленĕ.

Кушкă ялĕнче те культура ĕçченĕсем, хĕрарăмсен канашĕн членĕсем çынсене ăс-хакăл пуянлăхне хаклама вĕрентес тесе тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулла кунта ял уявĕ ирттернĕ. Урамсем хушшинче йĕркеленĕ юрă конкурсĕ пурин кăмăлне те кайнă. Ялти клубра тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли “Ручеек”, “Юность”, “Сударушка” кружоксем ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çул район ертÿçи Н.И.Иванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе тата çынсем пулăшнипе Киччĕ, Эльпуç, Лачкасси ялĕсенче клуб учрежденийĕсем хута кайрĕç. Ял-йышпа тĕл пулса калаçмалли, канашламалли вырăн пулни мĕн тери паха.

Районта хальхи вăхăтра тĕслĕх библиотекисем 18 ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕсенче вĕсем информаципе культура центрĕсем пулса тăраççĕ. Кĕçех культура çурчĕсене модернизацилес ĕç пуçланать. Вĕсене юсаса йĕркене кĕртсен, çĕнĕ, ку чухнехи музыка, çутă паракан оборудованипе тивĕçтерсен, район çыннисен канăвне çÿллĕрех шайра йĕркелеме анлăрах майсем уçăлаççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться