Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çуркуннепе тата çемье уявĕпе

Çыншăн пурнăçра сывлăх чи хакли, тетпĕр. Ачасен сывлăхĕ, вĕсене çирĕп вăй-халлă çитĕнтересси вара тата пĕлтерĕшлĕрех. Мĕншĕн тесен, çитĕннисен сывлăхĕ ачалăх вăхăтĕнченех килет. Çавăнпа та сывлăха çыннăн çуралнă кунранах упрамалла.

Çитес уйăхра пирĕн анне, Валентина Александровна Егорова, районти тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕн медсестринче ĕçлеме тытăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр пулать. Çăмăл теме пултараймастпăр унăн ĕçне. Çак тапхăрта унăн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ ыйхăсăр, канăçсăр каçсем пулман-ши( Анчах ĕçне чунтан юратнăран эпир унран пĕр ÿпкелешÿ сăмахĕ те илтмен. Ачасем те ăна çав тери юратаççĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕ вара хисеплет, тăтăш тав сăмахĕ калать. Пĕчĕк ачисемпе больницăра выртма тÿр килнĕскерсем кураççĕ вĕт вăл мĕнле ĕçленине, мĕнле ырă чунлă пулнине. Çакнах тăрăшса ĕçленĕшĕн панă нумай грамотăсем те çирĕплетеççĕ. Тивĕçлипе хаклаççĕ унăн тăрăшулăхне ĕçтешĕсем.

Анне хăйĕн ĕçĕнче савăнăç, телей тупнă, эпир вара, ачисем, унпа пĕрле савăнатпăр. Эпир, вĕреннĕ май, килте тăтăш пулаймастпăр, анчах килес-тăвас пулсан вăл яланах пиртен пирваях сывлăх, вĕренÿ пирки ыйтса пĕлет. Мĕнле те пулин йывăрлăх сиксе тухрĕ пулсан, пирĕншĕн пăшăрханать.

Çурхи илемлĕ уявпа – Мартăн 8-мĕшĕпе юратнă аннемĕре чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçупа телей, ĕçĕнче çитĕнÿсем сунатпăр. Аннепе аттешĕн ку çул тепĕр пулăмпа та палăрса тăрать. Кăçал вĕсем пĕрлешнĕренпе – 25 çул, эппин – кĕмĕл туй! Атте те, анне пекех, сывлăх хуралçи. Вăл шкулта чĕрĕк ĕмĕр фельдшерта тăрăшать. Уявсемпе сире, хаклă аннепе атте!



"Ял ĕçченĕ"
07 марта 2008
00:00
Поделиться