Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Актив пухăвĕ клуб уçнипе, ăмăртусемпе вĕçленнĕ

Тăвайри вăтам шкулта районти физкультурăпа спорт активисчĕсен канашлăвĕ пулчĕ. Райадминистрацин социаллă аталану тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ О.Ломоносов пухăннисене 2007 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, районти физкультурăпа спорта аталантарас, пысăк разрядлă спортсменсем хатĕрлес ĕçри çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Районта кире спорчĕ, волейбол, шашка-шахмат, йĕлтĕр спорчĕ япăх мар аталаннă. Иртнĕ çул 50-ран кая мар спорт мероприятийĕ йĕркеленĕ. Паллах, уйрăм ялсенче хоккей "Вăрманхĕррипе Чÿкçырми", сĕтел çи теннис "Тăрмăш", тхэквондо "Тĕмер" та аталаннă, анчах массăллă спорт пулса тăрайман.

Актив пухăвĕнче физкультура вĕрентекенсем çăмăл атлетикăна аталантарас енĕпе тăракан чăрмавсене тишкерчĕç. Çав чăрмавсенчен пĕри физкультура урокĕсене специалистсем "физруксем" 5-мĕш класран тин вĕрентме тытăнни. Лайăх спортсмен çитĕнтерес-тĕк ачана кĕçĕн классенченех физкультура учителĕн вĕрентмелле.

Канашлу ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ В.Ильин, райадминистрацин социаллă аталану тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленников хутшăннă. Канашлура В.Шакров, ДЮСШ директорĕ В.Кузнецов сăмах тухса каланă. В. Ильин районти шкулсенче вĕренекенсен спорт олимпиадине çÿллĕрех шайра йĕркелеме сĕннĕ.

Çитес çул районта 4 дорожкăллă 25 метр тăршшĕллĕ бассейн тума пăхнă. Çак ыйтăва татса парас тесе район пуçлăхĕ Н.Иванов нумай чупнине палăртрĕç тухса калаçакансем.

Çак кун район пуçлăхĕ Н.Иванов тăрăшнипех Тăвайри вăтам шкулăн путвалĕнче шахматпа шашка клубне уçрĕç. Çак вăйăсене юратакансем унпа питĕ кăмăллă юлчĕç. Клуб ăшă та çутă пÿлĕмре вырнаçнă. Шкул директорне А.Кириллова та тав сăмахĕ каламалла, шкула тунă чух путвала та усă курма лайăх условисемпе тивĕçтернĕшĕн. Клуб уçăлнă кунах “Пенсионерсен пĕрлĕхĕ” обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕ пенсионерсем хушшинче пĕрремĕш ăмăрту ирттернĕ. 6 шашист хушшинче спорт мастерĕн кандидачĕ А.Косарев 1-мĕш, В.Николаев 2-мĕш, А.Шишов 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Вĕсене пенсионерсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕ парнесем парса хавхалантарнă. Эпир пĕлнĕ тăрăх, шахмат-шашка клубĕ хальлĕхе районсенчен Патăрьелĕнче кăна пур.



"Ял ĕçченĕ"
07 марта 2008
00:00
Поделиться