Колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ
Акă эпĕ Надежда Арсентьева кашни ирех ĕçе кайнине курса юлатăп. Штатра ĕçлемест вăл. Халĕ ĕлĕкхи пек радио та каламасть, ăçтан пĕлет-ши вăл паян хăш ĕçе каймаллине тесе юлатăп вара. Ÿркенмест, куллен колхоз ĕçне тухса утать. Ĕçлесен, паллах ĕнтĕ, укçи те ларса пырать. Мăшăрĕ фермăра конюх, ăратлă вăкăрсем те унăн аллинче. Хăй вăхăтĕнче çавăн пек вăкăрсене эпĕ те пăхнă. Çын тупăнманччĕ те пĕр хушă, колхоз ертÿçи Д.Александров мана ревизи тунă çĕртен чĕнсе илсе вăкăрсем пăхма çавăрчĕ-çавăрчех. Пĕрлех колхоз вăрманне те сыхлама хушрĕ, колхозниксене лаптăксем уйăрса парса хырсем ларттарчĕ. Эпĕ йышăннă вырăна виçĕ пысăк юман лекнĕччĕ. Вĕсене председатель хам валли касма хушрĕ. Анчах вĕсем паян кун та лараççĕ, вăрманта колхоз уявĕсем пулнă чухне кайса пăхкалатăп вĕсене. Хырсем вара, çавăн чухне лартнисем, тăватă-пилĕк метр ытла та пулĕ ÿссе кайнă. Колхоз вăрманне çирĕм çул ытла сыхларăм.
Евдокия Гурьева, Мария Коршунова фермăра чунне парса ĕçлетчĕç. Кашни ир паранкă пĕçернĕ вĕсем, пĕрре те ÿркенсе тăман. Çавăнпах пулĕ сыснасем лайăх ÿт хушатчĕç. Сысна çурисем пăхса илессипе те питĕ тăрăшуллăччĕ сысна пăхакансем: Раиса Николаева, Зоя Емельянова тата ыттисем. Раиса Бикметова вăкăрсем самăртатчĕ.
Дояркăра нумай çул хушши ĕçлесе пенсие тухнă Алиса Александрова, Таисия Петрова, Таисия Ананьева, Таисия Сичуркина, Раиса Леонтьева, Клавдия Ахтямова тата ыттисем те сĕт сăвассипе ялан малти вырăнсене тытса пынă, вĕсене уявсенче парнесем парса хавхалантарнă. Малтанхи вăхăтра вăй хунă дояркăсем вырăнне халĕ çамрăксем йышăннă: Альбина Иванова, Альбина Арсентьева, Надежда Зайцева, Луиза Гурьева. Вĕсем пирки те начар сăмах калас çук, тăрăшаççĕ, фермăра ĕçлемех çуралнă тейĕн нумайăшĕ пирки. “Хальхи вăхăтра вĕсем кашни ĕнерен куллен çичшер килона яхăн сĕт суса илеççĕ”, – терĕ хуçалăх ертÿçи Ю.Александров.
Тĕрлĕ ĕçри ĕçченсене те ырăпа асăнмасăр иртме çук. Валентина Ильина, Фаина Сичуркина, Светлана Григорьева, Вера Арсентьева производствăри нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмаççĕ, тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ.
Сисетĕп, пурин çинчен те çырса кăтартаймарăм. Ялта тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем татах та пур. Лайăх, туслă, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса пурăнакансем чылайăн. Хĕрарăмсен уявĕпе пурне те ырă, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ кунçул сунас килет вĕсене.