Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пенсионерсем – çавра сĕтел хушшинче

Райадминистрацин кĕçĕн залĕнче “Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕ” обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи Тăвайри уйрăмĕ пенсионерсемпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулу йĕркелерĕ. Тĕл пулăва хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Л.Павлова ертсе пычĕ. Вăл аслă ăру çыннисем районăн чапĕпе мухтавĕ, “ылтăн фончĕ” пулнине палăртрĕ. Вĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçлесе пынă, хăйсен пурнăçĕн пуян опытне халĕ çамрăксене параççĕ.

Тĕл пулăва хутшăнакансене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ В.Шакров районăн экономикипе тата социаллă аталанăвĕпе, çывăх малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Вĕсен шутĕнче – çулсем тăвасси, шыв пăрăхĕсем хывасси, Тăвайра бассейн тăвасси, ача-пăча учрежденийĕсен çурчĕсене юсасси т.ыт.те.

Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.Яковлева пенсисемпе тивĕçтерес ыйтусем çинче чарăнса тăнă, хускатнă ыйтусем çине хуравсем панă.

Пенсионерсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн полномочнăй представителĕ Г.Толкова тĕл пулу участникĕсене иртнĕ çулхи ĕç итогĕсем, малашлăх плансем çинчен каласа кăтартнă. Вăрах вăхăт “Чутеевский” ЯХПКра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ Г.Васильевана савăнăçлă лару-тăрура общество билетне панă. Чылайăшĕ тĕлпулу вăхăтĕнчех Пенсионерсен пĕрлĕхне илме ыйтса заявленисем çырнă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Б.Мурзин "Мучар" хăй республикăри пенсионерсем хушшинче информатикăпа иртнĕ олимпиадăна хутшăнни çинчен каласа панă.

Хăшпĕрисем тĕлпулăва килте хатĕрленĕ кучченеçсем илсе пынă. Чи лайăх апат-çимĕç хатĕрлесе килнисене, ал-ĕç изделийĕсем тăратнă пенсионерсене парнесем парса хавхалантарнă.

“Тăвай ен” ансамбль участникĕсем концерт лартса панă.



"Ял ĕçченĕ"
07 марта 2008
00:00
Поделиться