Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çĕрсен пулăхлăхĕшĕн

Унччен районти “Сельхозхими” пĕрлешĕвĕ колхозсемпе совхозсен çĕрĕсене агрохими тĕлĕшĕнчен комплекслă ĕçлесе лайăхлатассипе çуллен нумай ĕç тунă. Уйсен пулăхлăхне лайăхлатассипе, паллах, халĕ те ĕçлеççĕ. Çакна çĕрсен пулăхлăхне ÿстермелли программăпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ.

Асăннă ĕçсенчен пирĕн “Сельхозхими” уçă акционерлă общество та айккинче тăмасть, çуллен известь çăнăхĕ сахал мар кăларса хатĕрлет, ăна çĕрсен йÿçĕклĕхне чакарма тăпрана хывать, уйсене фосфорит çăнăхĕпе хлорлă кали те сапать. Фосфорлă тата калиллĕ удобренисене малтан хамăр туянса хатĕрлетпĕр. Вĕсене Пермь тата Мускав облаçĕсенчи удобрени завочĕсенчен кÿрсе килетпĕр. Удобренисем хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Пурĕ 3 вагон фосфорлă тата 2 вагон калиллĕ удобренисем туянса хатĕрлетпĕр. Известь çăнăхĕ – хамăрăн карьерти. Кăçал пирĕн çĕр пулăхлăхне лайăхлатассипе тăвакан ĕçсене 578 гектар çинче 1 миллион та 71 пин тенкĕлĕх пурнăçламалла. Анчах эпир вĕсене çуллен республикăран çитернĕ заданипе палăртнинчен ытларах пурнăçлама тăрăшатпăр. Асăннă ĕçсемшĕн 80 процентне патшалăх тÿлет, тепĕр 20 проценчĕпе хуçалăхсен пирĕнпе хăйсен татăлмалла. Анчах тÿлеме пултаракан хуçалăхсем те иртнĕ çулхи парăмсемпе татăлса пĕтеймен-ха.

Кăçал эпир “Красная Чувашия”, Ленин ячĕллĕ, “Шимкусский”, “Дружба” хуçалăхсен, “Акконд-агро фирма” тата “Родник” обществăсен, Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕн уйĕсенче тата ытти хăшпĕр çĕрте çĕр пулăхлăхне лайăхлатмалли ĕçсем туса ирттерме палăртса хунă.

Хальхи вăхăтра пĕрлешÿри механизаторсем юсавра тăрăшаççĕ, Урал, КамАЗ, МАЗ автомашинăсене, Т–150 тата МТЗ йышши тракторсене, удобрени сапакан МВУ–5 агрегатсене тÿрлетсе хатĕрлеççĕ, пăхса-йĕркелесе яраççĕ. Çĕр типсен, известь çăнăхĕ кăларса хатĕрлес, удобренисем сапас ĕçсем пуçланаççĕ. Хăшпĕр хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсенче пулăшма ыйтаççĕ. Тĕслĕхрен, “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕ нумай çул ÿсекен курăксемпе кĕр калчисене минераллă удобренисем саптарасшăн. Тутарсем те чĕнеççĕ.

Виçĕмçул Тутар Республикинчи “Золотая нива” агрофирма çĕрсен йÿçĕклĕхне чакарма пирĕн карьертан пурĕ 12 пин тонна ытла известь çăнăхĕ турттарса тухрĕ. Уншăн вĕсем пирĕнпе пĕтĕмпех татăлнă. Тутарсем кăçал та известь çăнăхĕ илсе усă курасшăн. Комсомольски районĕнчи “Сельхозхими” те пирĕн карьертан известь çăнăхĕ илсе хатĕрлес шухăшлă.

Известь çăнăхне çĕр типсен, май уйăхĕнчен тытăнса, кăларса хатĕрлеме пăхнă. Кассăна укçа-тенкĕ кĕтĕр тесе, пĕрлех вак чул та халичченхинчен ытларах кăларасшăн. Пĕлтĕр ăна Тăвай тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсем, “Дорстрой” общество тата уйрăм çынсем те туянчĕç.

Ĕçлесен, ÿсĕнет. Çĕр пулăхлăхне ÿстерессине, карьер продукцийĕ кăларассине, ытти енĕпе пулăшу парассине эпир май килнĕ таран ăнăçлăрах, тухăçлăрах туса пыма палăртатпăр.



"Ял ĕçченĕ"
31 марта 2008
00:00
Поделиться