Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Йĕкреш хĕр ачасем

001
 Хĕле ăсатакан уявра юрлама тухма хатĕрленекенсенчен пĕрешкел тăхăннипе уйрăлса тăратчĕç вĕсем. Кăвак тĕслĕ курткăпаччĕ хĕрсем. Сăн-пичĕсенче уйрăмлăх çукчĕ, тесен те йăнăш мар. “Йĕкрешсене сăнатăр-и?“– кăсăкланчĕ юнашар тăракан юлташăм. “Вĕçертес марччĕ-ха куç тулли илеме, ”– тесе хуравларăм ăна. Пырса паллашрăм вара чиперккесемпе.

Йăнтăрчăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула, вуннăмĕш класа çÿреççĕ иккен Иринăпа Марина Воробьевасем. “Питĕ маттур хĕр ачасем, “4” тата “5” паллăсемпе кăна вĕренеççĕ, обществăлла ĕçсенче активлăх кăтартаççĕ, шкулти мероприятисем вĕсемсĕр иртмеççĕ тесен те йăнăш мар. Геннадий Анатольевич Ефимов вĕрентекен юрра-ташша юратма, сцена çине тухма хăнăхтарать вĕсене. Йĕкрешсен йăмăкĕ, Ксюша пирки те лайăххине кăна каламалла, 8 класра пĕлÿ пухать вăл, аван вĕренет”, – пĕлтерчĕ шкулти социаллă педагог Вера Николаевна Яковлева.

Шел, пилĕк çул каялла Тăвай сăртĕнчи хăрушă аварире хĕр ачасен ашшĕн, Юрий Аркадьевичăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă, çемье тăрантакансăр тăрса юлнă. Çавнашкал пысăк хуйха тÿсме Воробьевсене тăванĕсем, ял-йыш тата ыттисем те пулăшнă. Чĕрин суранне тепĕр хут хускатнăшăн чиперккесен амăшĕ, Светлана Михайловна, ан кÿрентĕр ĕнтĕ пире. Вăл ачисен çителĕклĕ пурнăç пултăр тесе чылай тăрăшать халь, ывăнма пĕлмесĕр вăй хурать.

Йĕкреш ача пуласси йăхран-йăха куçать, теççĕ. Светлана Михайловна – йĕкреш хăраххи иккен. Таня тесе чĕнеççĕ теприне. Вăл та Йăнтăрчăра йăва çавăрнă, çемьеленнĕ.

Иринăпа Марина Воробьвасем юрланине пухăннисем ăшшăн йышăнчĕç, чылайччен алă çупса тав турĕç. Тăван ялĕнчи шкултан ăнăçлă вĕренсе тухма сунатпăр йĕкреш хĕрсене. Умăрти малашлăх яланах çутă пултăр.



"Ял ĕçченĕ"
31 марта 2008
00:00
Поделиться