Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кашнинех пырса тивеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров ертсе пынипе пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство çурчĕн пĕчĕк залĕнче иртнĕ пĕрлехи ларура пăхса тухнă ыйтусем пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ, вĕсем пирĕн районта пурăнакан çынсене те кашнинех пырса тивеççĕ, – терĕ райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке.

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, районта паянхи куна ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсем пурĕ 5055 гектар шутланаççĕ. Вĕсене çаврăнăша кĕртни ял хуçалăх продукцийĕ ытларах туса илме, çĕртен тупăш илессине ÿстерсе пыма, çынсем çĕрпе, продукци хакĕпе тĕллевлĕ те пĕлсе усă курассине пурнăçа кĕртме май парĕ. Районта кăçалах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсен пысăк пайне çаврăнăша кĕртме тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçлесе хатĕрлесе, пĕр пайĕнче çурхи культурăсем, ыттинче кĕрхи культурăсем акса тума палăртаççĕ. Асăннă çĕрсене ĕçлесе хатĕрлессипе “Акконд-агро фирма” уçă акционерлă обществăпа, “Синтез-агро” компанисен ушкăнĕпе калаçусем ирттернĕ, пĕлтерчĕ Владимир Алексеевич. Район пуçлăхĕ Николай Ильич Иванов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртессине, вĕсемпе тухăçлă усă курса, нумайрах тупăш илессине ялан тимлĕхре тытать. Ку тĕлĕшпе халех ĕнтĕ сахал мар ĕçленĕ.

Районта çĕр пайĕсене йĕркене кĕртсе çитерессипе, кашни çĕр пайĕн хуçи пултăр тесе те нумай ĕç тунă. Хальхи вăхăтра çĕр пайĕсем тĕлĕшпе заявленисене, документсен пакечĕсене кадастр палатине тăратас ĕç пырать, терĕ В.А.Ванерке. Ятарласа график туса хатĕрленĕ. Апрельте вĕçлемелле ку ĕçе. Çакăн хыççăн кашни çĕр пайĕпе регистраци палати урлă свидетельствăсем илĕç. Çĕрĕн хуçи пулсан, вăл унпа тĕллевлĕ те тухăçлă усă курма тăрăшĕ.

Ларура экологи хăрушсăрлăхĕ, тавралăх тасалăхĕ пирки те çивĕч калаçнă. Хăтлă тавралăх, тирпейлĕх чи малтанах сывă пурнăçшăн питĕ кирлĕ. Çакăнпа пĕрлех вăл ĕç культурине, пурнăç тата хамăр туса илекен продукци пахалăхне те ÿстерсе пыма пулăшĕ.

Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов иртнĕ тунтикун ку вăхăтри тата малашлăхшăн та çивĕч ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ. Унта район администрацийĕн яваплă çыннисем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем пулчĕç. Асăннă канашлура район пуçлăхĕ тирпей -илем кĕртес ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăрчĕ, кашнин яваплăхĕ пирки аса илтерчĕ. Çак ыйту вак бизнес представителĕсен семинарĕнче те тимлĕхре пулĕ. Вĕт предприятисемпе учрежденисен территорийĕсенче те, суту-илÿ предприятийĕсен, уйрăм çынсен киоскĕсем тавра та, урамсемпе пурăнмалли çурт-йĕрсен çывăхĕнче те тасалăх, йĕрке пулмалла, палăртрĕ В.А.Ванерке.



"Ял ĕçченĕ"
31 марта 2008
00:00
Поделиться