Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кроспа çурхи сезон уçăлчĕ

Шкул ачисем хушшинчи кросс ăмăртăвĕсемпе çурхи спорт сезонĕ уçăлчĕ. 4-5 классенчи хĕрачасем хушшинче 300 метрлă дистанцире А.Козлова "Тĕмер", С.Николаева "Тăвай" тата И.Иванова "Эльпуç" палăрчĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасем тата 6-7 классенчи хĕрачасем 500 метра чупрĕç. Арçын ачасенчен А.Краснов "Йăнтăрчă", И.Павлов "Пуянкасси", Д.Воробьев "Йăнтăрчă", хĕрачасенчен А.Шибалова "Тăвай", А.Козьмодемьянская "Тăрмăш", Н.Гаврилова "Эльпуç" малтисен шутне кĕчĕç. 6-7 классенчи арçын ачасен тата 8-9 классенчи хĕрачасен дистанцийĕ 1000 метр пулчĕ. Ку дистанцире Е.Петров "Пуянкасси", О.Павлов "Чутей", А.Николаев "Тăвай", К.Лаврентьева "Тĕмер", О.Максимова "Эльпуç", О.Иванова "Тăрмăш" çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

8-9 классенчи арçын ачасем тата 10-11 классенчи хĕрсем 2000 метра чупрĕç. Арçын ачасенчен финиша Н.Иванов "Пуянкасси" ыттисенчен 17 çеккунт маларах çитрĕ. Д.Воробьевпа "Йăнтăрчă" Г.Родионов "Тушкил" – 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем. Хĕрсем хушшинче А.Немова "Мучар" çĕнтерчĕ. А.Соколован "Тĕмер", Е.Петрован "Тушкил" – 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем.

Яшсем "10-11 кл." 3000 метр чупрĕç. Чи лайăх вăхăт А.Егоровăн "10, 11, Енĕш Нăрваш". Ун хыççăн тепĕр 11 çеккунтран дистанцие А.Харитоновпа "Эльпуç" Д.Павлов "Тушкил" çитрĕç.

Командăсем хушшинче тăвайсем, тĕмерсем, йăнтăрчăсем мала тухнă.



"Ял ĕçченĕ"
19 апреля 2008
00:00
Поделиться