Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял çыннисем пуласлăха шанаççĕ

1
 
Юнкун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ çынсене “ЧР вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегийĕ” докуметпа паллаштарасси, çураки, экологи, çĕрпе пахалăхлă усă курас тата ытти ыйтусене пăхса тухасси пулчĕ.

Асăннă мероприятие хутшăнма Шупашкартан пурлăх тата çĕр ыйтăвĕсен министрĕн çумĕ А.Дмитриев "район пуçлăхĕпе Н.Ивановпа ”Шимкусский” ЯХПКра пулнă", ЧР Роспотребнадзор управленийĕн патшалăх санитари врачĕн çумĕ В.Сергеева "”Победа”, “Чутеевский” ЯХПКсенче", “ЧР вĕрентÿ институчĕ” патшалăх учрежденийĕн ректорĕ В.Данилов "Эльпуç ялĕнче", РФ канашĕн членĕн Л.Лебедевăн пулăшуçи М.Федотов килсе çитрĕç.

Экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ В.Ванерке ертсе пыракан ушкăн "В.Ванерке, М.Федотов тата А.Никитина" малтан район центрĕнчи “Тăвай – Килĕшÿ” ял хуçалăх потребителĕсен кредит паракан кооперативăн ĕçченĕсемпе тата унăн клиенчĕсемпе калаçнă, сĕнÿсем панă.

Унтан эпир “Красная Чувашия” ЯХПКна çул тытрăмăр. Хуçалăх йĕтемĕнчи арçынсем вăрлăх имçамлакан агрегат умĕнче тĕрмешетчĕç, хĕрарăмсем уйран автомашина килсе çитессе кĕтетчĕç. Пушăрах вăхăтпа усă курса Михаил Ивановичпа Владимир Алексеевич Чăваш Енри, районти ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕç, çынсен шухăшĕсене ыйтса пĕлчĕç, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Калаçу вĕçленсе пынă май А.Кошкин водитель автомашинипе çитрĕ. Пирĕн ушкăн ял ĕçченĕсене урăх чăрмантармарĕ, акакансем патне васкарĕ.

Ĕне ферми çывăхĕнчи уйра пĕр сеялкăллă агрегата асăрхарăмăр. В.Афанасьев механизатор аван ĕçлеттерет техникăна. Люцерна акассине вĕçлетчĕç вĕсем. А.Ивановпа О.Николаев сеяльщиксем вăрлăх çĕр ăшне мĕнле варăннине пăхатчĕç. Çĕр ĕçченĕсем, хăйсен пуласлăхĕшĕн тăрăшса, акана лайăх кăмăл-туйăмпа хутшăнни, хăйсене мĕн кирлипе тивĕçтерсех тăни пирки пĕлтерчĕç апатланнă май. “Сивĕнсе кайиччен çийĕр, ан шăнăр”, – тет М.Герасимова повар.

2

Хуçалăхри кашни уйрах шăплăх хускалнă, тесен те йăнăш мар. М.Лукинпа Вл.Иванов механизаторсем “Т-4” маркăллă тракторсемпе сÿрелеççĕ. Вас.Иванов, И.Михайлов, В.Гаврилов, Вяч. Иванов – “Т–70”, П.Герасимов, А.Николаев, П.Дмитриев “ДТ–75” тракторсемпе культиваци тăвассипе тимлеççĕ Ухман çулĕ çинчи анасем çинче. Çак кунсенче илсе килнĕ удобренипе В.Васильев “Т–150” тракторпа кĕрхи калчасене апатлантарать. Кушкă ялĕ çывăхĕнчи ана çинче тепĕр агрегат çаврăм хыççăн çаврăм тăвать, пире курсан чарăнчĕç вĕсем. О.Григорьев механизатор тата А.Мижеевпа Ал.Данилов сеяльщиксем урпа акассипе вăй хураççĕ. Вĕсем ывăнма пĕлмесĕр тăрăшнипе кĕске срокрах выльăх апачлĕх пăрçа 100 гектар çинче вырăн тупнă иккен. Вăрлăх мĕнле пахалăхлă пулнине сеялка çине улăхса пăхрĕç М.Федотовпа В.Ванерке, енĕшнăрвашсен хастарлăхĕпе кăмăллă юлчĕç вĕсем.

Каялла таврăннă чухне “Акконд–агро фирма” обществăн çĕнĕ ферминчи лару-тăрупа кăсăклантăмăр. Ăна тума пуçлани çулталăк та çитмен-ха, апла пулин те чылай ĕç тунă. Çывăх вăхăтра çĕнĕ ферма ĕнесене кĕтсе илме хатĕрленсе çитет.

3

Пĕрлехи информаци кунĕ республика, район ертÿçисене халăхпа тачă çыхăну тытма, вырăнти çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме, çынсене хăйсен нушисене тухса çÿремесĕр, хăвăрт татса пама май парать.



"Ял ĕçченĕ"
19 апреля 2008
00:00
Поделиться