Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç

Апрелĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă çуркуннехи ыркăмăллăх эр-нине Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренекен ачасем субботникрен тытăнчĕç. Калаçса татăлнă пекех, шăматкун уроксем хыççăн пĕтĕм шкул субботнике тухрĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем шкул умĕнчи тасамарлăха пуçтарчĕç. Пиллĕкĕмĕшсем шкул умĕнчи пахчара пĕлтĕрхи йывăç çулçисене пуçтарса тирпей-лерĕç.
Саккăрмĕш классем çак кун йывăç лартса хăварчĕç. Ăна вĕсем "ыркăмăллăх аллейи" тесе ят пачĕç. Пурĕ 500 тĕп ытла йывăç лартма пултарчĕç ачасем. Çак ĕçре вĕсене Надежда Петровна Майраслова ертсе пычĕ.
Ытти классенче вĕренекенсем пурте шкул пахчинче тăр-машрĕç. Кунта та ĕç вĕресе тăчĕ. Кам кĕреплепе, кам сенĕкпе пуçтарчĕç çÿп-çапа. Аслăрах классенче вĕренекенсем ÿкнĕ йывăçсене татса тирпейлерĕç. Пурте питĕ тăрăшса ĕçлерĕç, хăйсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç.


"Ял ĕçченĕ"
23 мая 2008
00:00
Поделиться