Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ачасен канăвĕшĕн тимлеççĕ

“Шкул ачисен ăс-тăнне тата пултарулăх аталанăвне хавхалантарма, пурнăçра спортпа туслашас йăлана хастартарах çирĕплетме вара республикăри çулталăкĕпех ĕçлекен нумай ĕç-хĕллĕ ача-пăча центрне, хăйне майлă чăваш “Артекне”, йĕркелени вырăнлă тесе шутлатăп”, – терĕ Чăваш Президенчĕ Н.Федоров “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” ятлă Çырăвĕнче.
Çуллахи каникул çывхарнă май пирĕн районта та тимлеççĕ ачасем кану кунĕсене йĕркеллĕ ирттерччĕр тесе. Социаллă страхованин районти уйрăмне çĕртме уйăхĕнче сывлăха çирĕплетекен лагерьсене кайма 25 путевка килнĕ, 15-шĕ “Звездный” ятлине (Çĕрпÿ çывăхĕнче), ыттисем “Космонавта” (Канаш районĕнче) кайма. Тăватă ачан “Чайка” санаторинче канма май пур. Çавăн пекех районти шкулсем çумĕнче те кăнтăрлачченхи лагерьсем йĕркелеççĕ. Ачасене савăнăç кÿме укçа-тенкине уйăрнă та ĕнтĕ.


"Ял ĕçченĕ"
31 мая 2008
00:00
Поделиться