Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çамрăксем юратаççĕ кунта пулма

Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ юлашки çулсенче çамрăксен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Çурта иртнĕ çул тĕпрен юсас ĕçе тытăнчĕç. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе пур ĕçе те тăруках тăваймастăн, пайăн-пайăн пурнăçлама тивет.
Çапла иртнĕ çул çурт тăррине юсанă, зал чÿречисене аял енчен кирпĕчпе хупласа тухрăмăр, стенасене, маччана, урайне сăрланă, сцена умĕнчи чаршава улăштарнă, чÿречесем çине ламбриккен çакнă. Çурт стенисене тулаш енчен сăрласа илемлетнĕ. Çурта шыв кĕртнĕ, газпа хутса ăшăтатпăр. Кăçал фойене йĕркене кĕртме тытăнтăмăр. 3 алăкран пĕрне ăшă тытмалла хупласа хутăмăр. Стенан панельне пластикпе, çÿлти пайне ку чухнехи материалпа илемлетрĕмĕр. Халĕ маччапа урайне йĕркене кĕртмелле. Шалти ĕçсене тунă çĕрте пире ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пынă В.Николаев нумай пулăшать. Укçа пулсан, маччана питĕ хитре тума пулать те, анчах пĕтерет укçа-тенкĕ çитменни. Материалсен пĕр пайне дискотекăсем ирттернипе пырса кĕнĕ укçара туянтăмăр.
Нумаях пулмасть культура çурчĕ умне вырăнти тăмлă чула тăкса асфальт сарса пачĕç. Тĕрĕссипе, хамăр ĕçлерĕмĕр-ха унта. Халĕ клуба çул хĕрринченех асфальтпа çитетĕн. Тротуарне ял поселенийĕн администрацине çитиех турăмăр. Çак ĕçсене А.Пугачев газооператор, Л.Васильева библиотекарь, Н.Федотова техслужащи, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Васильевпа унăн çумĕ Н.Потапова, Т.Ефимова директор, А.Ильинпа А.Александров тата ытти çамрăксем хастар хутшăнчĕç.
Культура çурчĕ умĕнчи площадкăна асфальт сарнă ятпа çамрăксене урамра дискотека йĕркелесе патăмăр. Нумайăн пухăнчĕç, Ураскассисемпе Нÿшкасси çамрăкĕсем те килеççĕ автомашинăсемпе. Çурçĕр иртнĕ икĕ сехетченех пычĕ ташă каçĕ. Саланасшăн та мар çамрăксем.
Культура учрежденийĕсен ĕçне лайăхлатас, çак çурта чăннипех культура вучахĕ туса хурас енĕпе пире ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Васильев нумай пулăшать, çав ĕçсенчен хăй те айккинче юлмасть, çынсемпе тан хутшăнать. Эпир вара нумай ĕçе хамăр алăсемпе, хамăр вăйпа тума хăнăхнă. Çамрăксем те, ыйтсан, хаваспах хутшăнаççĕ. Культура çурчĕ умне карта тытсах сквер хывнă. Унта чăрăшсем, сайра тĕл пулакан йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварнă. Культура вучахĕ илемлĕ пулсан, лайăх ĕçлесен çынсем те унта кăмăлтан çÿреççĕ вĕт.
Халĕ Кивĕ Пуянкасси ялĕнче унччен ял администрацийĕ пулнă вырăнта пушă вăхăта ирттермелли центр тума тытăннă. Пăрăсран çурт стенисене хăпартса лартнă.


"Ял ĕçченĕ"
11 сентября 2008
00:00
Поделиться