Çĕнетсе лайăхлатнă культура çуртĕнче
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Пуянкассинчи модернизациленĕ культура çуртĕнче пулма тÿр килчĕ. Культура вучахĕ патне асфальт хывнă. “Çак çула пĕр уйăхра сартăмăр, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.С.Васильев. –Халĕ çурта кĕмелли пусмана çĕнетмелле”. Кунта ĕçлекенсем тăрăшнипе парк та ешерет.
Туя, кедр йывăççисем лартнă, чечексем куçа тыткăнлаççĕ. Уçă сывлăшра ларса калаçмалли хÿшĕ те пур.
Культура çуртне кĕмелли алăк патĕнчи юпасене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Юсав ĕçĕсене нимепе тунине асăнчĕ Николай Степанович. Çамрăксем уйрăмах хастар хутшăннă.
Çурта 1960 çулсенче хăпартнă. Пĕр ĕç – тăвасси, тепĕр ĕç – юхăнасран сыхласси. Клуб ĕçленĕ вăхăтра юсамалли те тупăнсах тăнă. Кунта вăй хуракансем юсав ĕçĕсене ырана хăварман. Ваннă кантăка самантрах лайăххипе ылмаштарнă, шăтнă тăрăна та сапланă. Япалана тирпейлĕ тытма пĕлни культура вучахне паянччен упраса хăварма пулăшнă та. Çурта шалтан та хăтлăлатнă. Зала пĕр харăсах 150 çын вырнаçать. Малтанхи кивĕ хытă ларкăчсен вырăнне çĕннисене, çемçисене илсе килнĕ. Çĕнĕ тени тĕрĕсех мар-ха. Вĕсем Шупашкарти пĕр культура çуртĕнче пулнă. Çĕннисене туянсан, киввисене яла ăсатнă. Тăтăшах çĕмĕрĕлеççĕ иккен вĕсем.
Укçа çумăр пек тÿперен çумасть çав. Алла лексен ăна тытма пĕлмесен вара – шыв пекех юхса тухать. Кунта нухрата усăллă тăкаклама тăрăшаççĕ. Çамрăксене ташă каçĕсем ирттерме ятарлă зал хатĕрлеççĕ. Халĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç акт залне пухăнать. Ларкăчсене пĕр вырăна куçарса лартаççĕ те ташлаççĕ, савăнаççĕ. ЧР Культура министерстви пулăшнипе 250 пин тенкĕлĕх аппаратура илсе килнĕ. Тепĕр 450 пин тенкĕлĕх илмелли юлнă. Кĕçех компьютерлă, телевизорлă пулĕ Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ.
Чÿрече, сцена каррисене кунта ĕçлекенсем хăйсемех çĕленине каларĕ Л.В.Соловьева илемлĕх ертÿçи.
Драма, фольклор ушкăнĕсем пур кунта. Ташă кружокне 40 яхăн ача çÿрет. Костюмсене хăйсен вăйĕпех хатĕрлеççĕ вĕсем. Концерт е спектакль кăтартма районти ытти яла хаваспах çÿреççĕ. Çул çине тухма ятарлă транспорт çукки ура хунине асăнчĕ Лариса Вальтеровна. Хăш-пĕр чухне шкул ГАЗельне ыйтса илеççĕ вара.
Эпир драма ушкăнĕнче мĕнле спектакльсем лартнипе кăсăклантăмăр. Авторсене шыраса инçе каймаççĕ, хăйсен тăрăхĕнчи çыравçăн – А.Суханăн – ĕçĕсене кăмăллаççĕ. Çавăн пекех Н.Терентьев пьесисемпе те спектакльсем лартаççĕ. Синтезаторпа калама вĕренес текенсен кружокĕ те пур кунта, Т.Г.Потапова ертсе пырать ăна.
Çĕнĕ Пуянкассинче 1047 çын пурăнать. Вĕсенчен 25 проценчĕ – яш-кĕрĕм. Апла пулин те культура çуртне çамрăксем çеç мар, аслăрах çултисем те хаваспах тухаççĕ, çуралнă куна паллă тăваççĕ, туй ирттереççĕ. “Пирĕн ял çамрăк мăшăрсемпе пуянлансах пырать. Юлашки вăхăтра темиçе туй кĕрлерĕ. Вĕсем ЗАГС уйрăмĕнче çырăннă хыççăн культура çуртĕнче савăнни пире ĕçлеме уйрăмах хавхалантарать”, – тет Лариса Вальтеровна. Эпир 2008 çулта миçе мăшăр пĕрлешнипе кăсăклантăмăр. “Нумай. Çырăнмасăр пĕрле пурăнаканни тата нумайрах”, – кулса хуравларĕ вăл.
Мероприяти те тăтăшах иртет иккен культура çуртĕнче – “Кĕрхи бал”, “Ваттисен кунĕ”, Çĕнĕ çул уявĕ, “Ялти пĕрремĕш каччă” т.ыт.те. Кашни шăмат кун 40-50 çамрăк дискотекăна пухăнать. Çулла вĕсен йышĕ 2-3 хут нумайланать. Кÿршĕ ялсенчен те çитеççĕ. Чăваш эстрада юрăçисем те концертсем лартаççĕ. Кун пек чух зала лăк тулли халăх пухăнать.
"Ял ĕçченĕ"