Çамрăк педагог уçă урок пачĕ
Чутей шкулĕнчи 7 класра акăлчан чĕлхипе уçă урока сасăсемпе саспаллисен фонетика «зарядкинчен» пуçларĕ Марина Сергеевна Шакртова учительница. Малалла ачасем хавхаланса сăвăсем вуларĕç. Урокăн виççĕмĕш пайĕнче вĕрентекен ачасене икĕ ушкăна уйăрчĕ. Кашнинех “Юратнă шкул малашлăхра” темăпа проект хатĕрлемелле. Унти тĕп шухăшсене пĕрисем акăлчанла каласа, теприсем вырăсла куçарса пыраççĕ. Тепĕр командăрисем вĕсене проектпа çыхăннă ыйтусем параççĕ.
Малтанхи уроксенче ачасем шкулта хăйсене мĕнле тытмаллипе паллашнă, тетрачĕсем çине акăлчанла çырса хунă. Ку урокра вара Марина Сергеевна йывăртарах ĕç хушрĕ. Вĕренекенсен хăйсен юратнă учителĕсене “Малашлăхри шкулта” ĕçлеме правилăсем туса памалла. Çĕнĕ йĕркесенчен хăшĕ-пĕрисем кулăшла та пек туйăнчĕç. Тепĕр 10 çултан вĕсен сĕнĕвĕсем пурнăçа та кĕрĕç, тен.
Тĕрлĕ вĕрентÿ меслечĕпе усă курнипе питĕ интереслĕ иртрĕ урок. Класра 17 ача, кашнинех ĕçлеттерме тăрăшрĕ вĕрентекен. Урок итлеме пынă учительсемпе ашшĕ-амăшĕсем те çамрăк педагогăн пултарулăхĕшĕн савăнчĕç. Чутей шкулĕнче çулталăк хушши ют чĕлхепе вĕрентекен пулман. Ку предмета манма та тытăнчĕç пуль ачасем, тесе пăшăрханатчĕ нумайăшĕ. Уйăх çурă кăна вĕрентет-ха М.Шакртова. Ачасем вара çыхăнуллă предложенисем çыраççĕ, сăвăсем калаççĕ, калав та çырма пултараççĕ. Урок вăхăтĕнче юрă та юрласа пачĕç. Вĕренекенсемпе нумай ĕçленине, урока тĕплĕн хатĕрленнине палăртса хăварчĕ директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.А.Филиппова.
Марина Сергеевна Канаш районĕнчи Ăшенер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кăçал Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухса Чутей шкулĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Çамрăк специалист уроксем ирттернисĕр пуçне акăлчан чĕлхипе кружок та ертсе пырать.
"Ял ĕçченĕ"