Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕсем ĕç коллективĕн шăнăрĕ

“Акконд-агро фирма” АУО водителĕсем хăйсен професси уявне аван кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. “Акконд-агро” хăйĕн уйĕсенче тухăçлă тырпул çитĕнтерчĕ, кĕске хушăрах выльăх-чĕрлĕх комплексне хута яма пултарчĕ. Çак ĕçсене автотранспорт хатĕрĕсем хутшăнмасăр пурнăçлама çук. Çĕнĕ стройкăна хăйăрне те, кирпĕчне те, ытти материалпа оборудование сахал мар турттармалла пулчĕ. Водительсемсĕр пĕр ака та, пĕр вырма та иртмест. Акционерсен обществи выльăхсем валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлесе хăварчĕ. Чăн та, çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсемпе танлаштарсан, автотранспорт хатĕрĕсен хисепĕ кунта палăрмалла чакнă. Ун чухне автопаркра 60-70 водительрен кая мар тăрăшнă, территорире машина лартма та вырăн çитместчĕ. Предприяти халăха та транспорт хатĕрĕсемпе анлăн тивĕçтернĕ. Унтанпа самана нумай улшăнчĕ. Анчах паянхи автопаркăн производство хăвачĕ акционерсен обществин тĕрлĕ енлĕ ĕçĕсене пурнăçлама çителĕклĕ. Çак çулсенче автопарк техникăран чылай пуянланчĕ. Кунта халĕ “Дон–1500” комбайнсем – 3, çĕнĕ МТЗсемпе кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем, пĕлтĕр çĕнĕрен 2 КамАЗпа прицепсем туяннă. Ют çĕршывсенче туса кăларнă, тĕрлĕ ĕçе пурнăçлакан хăватлă техника таранах пур. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ, паллах, кунта ĕçлекенсем. Акă Иван Тимофеевич Сергеев водителĕн ĕç стажĕ 41 çул. Пĕр улшăнмасăр çак коллективра тăрăшать вăл. Степанов, Поликарпов, Иванов Николайсем “Акконд-агро” фирма” АУОна (унчченхи “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕ) ĕçе пырса кĕнĕренпе 34-33 çул çитрĕ. Н.Степановăн шăллĕ Владимир та вăтăр çула яхăн çак коллективра. Вăл, пиччĕшĕ пекех, КамАЗ çинче. Служба хыççăн Владимирпа Улянкă каччи Николай Евдокимов (службăра пĕр чаçрех пулнă, казармăра кравачĕсем те юнашар ларнă) иккĕшĕ те “Техсервиса” автопарка водителе вырнаçнă: пĕрремĕшĕ – ГАЗ-53, иккĕмĕшĕ – УАЗ-452 автомашинăсем çине. Николай халĕ Газельпе çÿрет. В.Смирнов, А.Козлов, В.Соловьев водительсем КамАЗ, Н.Михайлов ЗИЛ çине ларнăранпа чылай çул иртрĕ. “Харпăр хăй профессине чунтан парăннă, I класлă водительсем пурте, коллектив шăнăрĕ”, – тет вĕсем пирки Валерий Михайлович Волков механик. А.Трифонов, А.Птичкин, А.Николаев, Р.Чернов, М.Беляев, А.Васильев, А.Захаров çамрăкрах водительсем те хăйсене ырă енчен кăтартнине палăртать механик. Н.Поликарпова заправщица техникăна вăхăтра топливăпа тивĕçтерет. Водительсен сывлăхне рейса тухас умĕн А.Петров врач тĕрĕслет. Автопарк кал-кал ĕçленинче Л.Павлова диспетчер тÿпи те пур.



"Ял ĕçченĕ"
24 октября 2008
00:00
Поделиться