Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ырă ĕçсем тума васкăр

Ырă ĕçсен çулталăкĕ вĕçленесси икĕ уйăх ытларах кăна юлчĕ. Мĕн кăна тумарĕç пулĕ пирĕн районта пурăнакансем кăçал. Урамсене тирпейлерĕç, йывăçсем лартрĕç, ватăсене пулăшрĕç, палăксене тата масарсене тасатса-пăхса тăчĕç. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
Килти аттепе аннене пулăшни те ырă ĕçсен шутне кĕрет. Çавăн пекех пирĕн пĕччен пурăнакансемпе учитель-пенсионерсем пирки те манмалла мар. Вĕсем эпир пулăшма пырсан савăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче нумай çул шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Самуиловна Иванова патĕнче пултăм, тĕрлĕ ĕç туса патăм ăна. Вăл мана тав турĕ, ăшă сăмахсем каласа мухтарĕ. Асанне патне те час-часах çÿретĕп эп, май килнĕ таран пулăшатăп. Аслисен кăмăлне çĕклеме пултарсан, хам та питĕ хĕпĕртетĕп.
Ырă ĕçсене кăçал кăна мар, малашне те кашни кун тумалла


"Ял ĕçченĕ"
14 ноября 2008
00:00
Поделиться