Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кабинăллă тăрантас

02
 Çăмăл мар ял çыннин пурнăçĕ. Картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхне вăхăтра апатлантармалла, пахчари улма-çырлапа çимĕçсене пухса кĕртмелле, хуралтăсене пăхса тăмалла, тăван хуçалăха пулăшмалла, хăйне валли апат хатĕрлемелле тата ытти те.
Хĕвелпе пĕрле тăрать те, тавралăх тĕттĕмленичченех тăрмашать вăл çапла. Ывăнать ĕнтĕ паллах, анчах нихăçан та нăйкăшмасть. Хĕл кунĕсенче кăна кăштах пушанать ял çынни. Ал ĕç тума пуçлать хĕрарăм, арçынсем вара кил хуçалăхне йĕркене кĕртессишĕн тимлеççĕ. Çавасене, пуртăпа мăлатука, çĕрулми йăранĕсен хушшине кăпкалатмалли сухапуçа юсаççĕ. Лаша пуррисем урапасемпе çунасем çывăхĕнче тĕрмешеççĕ ĕнтĕ. Ĕçчен алăсем валли ĕç тупăнсах тăрать.
Лачкасси ялĕнче пурăнакан Анатолий Григорьевич Степанова та тăрăшуллисен шутне кĕртес килет. Тăвайри тĕп больница умĕнче тĕлĕнмелле тăрантаса курсан паллашма тÿр килчĕ унпа. Лашан урапи çине автомашина кабинине касса лартнă, ăна тĕттĕм симĕс тĕслĕ сăрăпа илемлетнĕ, алăкĕ çине Раççей ялавне те ÿкерсе хума манман. “Шанăç çук пулсан, хăваласа ан ирт”, – тесе çырса хунă тата. Ку ĕнтĕ хыçалта пыраканнисене пĕлме.
–Нимĕнле автомашина та кирлĕ мар мана халь. Çумăр та витмест, вăйлă çил те кансĕрлемест. Бензин илсе укçа-тенкĕ те пĕтерместĕп. Ку тăрантаспа Витали мăнукăма больницăна илсе килме меллĕ. Римма мăшăрăма Канаша сĕт сутма леçетĕп, кайран кайса илетĕп. Хĕлле çÿремелли çунана та кабинăллă тăвасшăн-ха, япалисене тупса пĕтеретĕп те, – каласа кăтартать А.Степанов.
Анатолий Григорьевич – ял йышра хисеплĕ çын. Ĕçкĕпе туслă мар çемье пуçĕ. “Эрех пурнăçа пĕтерет”, – татăклăн пĕлтерет вăл. Шÿтлеме юратать иккен. “Ял çыннин темĕнле лару-тăруран та тухма пĕлмелле. Урапа çине кабина лартрăм та ав, пулчĕ те ман та автомашина”, – çавнашкал çавăрттарса хучĕ умри арçын.
Мăшăрĕпе, Римма Николаевнапа, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Наташа çемьеленнĕ, кăçал йыш хушăннă çамрăк мăшăрăн. Вячеслав тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Лаша, ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп çитĕнтереççĕ Степановсем, пахчара вăй хураççĕ.
Мăнукĕшĕн ирхине те, каçхине те, хĕлле те, çумăрта та çула тухма хатĕр кабинăллă тăрантаспа Лачкассинчи А.Степанов. “Машина ĕмĕрĕнче выльăхпа ĕçлеме пĕлни те ÿсĕм кÿрет. Мария ятлă лашамăрăн сывлăхĕ лайăх пулсан, пурăнатпăр”, – терĕ çутă ĕмĕтлĕ Анатолий Григорьевич сывпуллашнă май.


"Çĕнтерÿ çуле"
18 ноября 2008
00:00
Поделиться