Закон пурăнмалли вырăна хÿтĕлет
Пурăнмалли çурт-йĕре (хваттере, пÿлĕме), унта пурăнакансем хирĕçлеççĕ пулсан, урăх никам та пырса кĕме пултараймасть, федераллă законсемпе çирĕплетнĕ самантсене е суд йышăнăвĕсене шута хумасан.
Çакна РФ Конституцийĕн 25-мĕш статйинче те палăртса хăварнă. РФ Уголовнăй кодексăн 139-мĕш статйи вара çак закона пăсакана уголовнăй йĕркепе явап тыттарма пăхать. Хуçисем çав вăхăтра килте пулнă е çук, закона пăсаканшăн ку пĕлтерĕшсĕр, вăл пурпĕр закон умĕнче айăпа кĕнĕ. Енчен те çын çурта (хваттере, пÿлĕме) унта пурăнакансем тĕлĕшпе вăйпа усă курса е вĕсене хăратса кĕчĕ пулсан, ăна 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е икĕ çула хупма пултараççĕ.
Район территорийĕнче çакнашкал преступленисем пулкалаççĕ (139 статьян 1-мĕш пайĕ, ĕç квалификацийĕн паллисĕр). Айăпа кĕнисем ытларах чухне çавăн пек преступленисене çав вырăнта пурăнаканпа пĕр-пĕрин хушшинчи мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва татса парас пирки тунă тесе ăнлантарма пăхаççĕ.
Урăх тĕллев тытакансем те пур. Акă Вăрманхĕрринче пурăнакан Алексеев пĕччен пурăнакан ватă хĕрарăм патне лешĕ хирĕç пулнине пăхмасăр кĕнĕ. Çитменнине вăл унтан япаласем вăрланă. Алексеева суд пĕр статьяпа кăна мар, темиçе статьяпа айăпласа 2 çулталăк та 8 уйăха хупса лартма йышăну кăларчĕ. Киччĕре пурăнакан Моисеева 4 çуллăха хупнă. 2007 çулта РФ Уголовнăй кодексĕн 139-мĕш статйипе районта 5 ĕç пуçарнă пулсан, кăçалхи 10 уйăхра вĕсен хисепĕ 2 хут ытла (11) ÿсрĕ.
Граждансем хăйсен конституцилле прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе çирĕп позици çинче тăраççĕ. Вырăссем калашле: “Манăн çуртăм – манăн крепость”.
"Ял ĕçченĕ"