Марафона хутшăнма васкăр!
Вăл çулталăк вĕçленичченех пырĕ. Марафон вăхăтĕнче республика тата район шайĕнче тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем иртĕç, программăсемпе проектсем пурнăçа кĕрĕç: “Эпир – 335795-ĕн!” ырă ĕçсен пухмачĕ” "”Копилка добрых дел “Нас – 335795!”", “Обществăлла активлă шкулсем” "”Общественно-активные школы”", “Çамрăксен консультацийĕ” "”Молодежная консультация”", “Эпир тав тăватпăр” "”Мы благодарны”", “Ыр кăмăллăх алли” "”Рука помощи”" проектсем, “Пĕрлĕхре пирĕн вăй!” "”Вместе мы можем больше!”" ыр кăмăллăх sms-акци, Раççей шайĕнче иртекен V “Çурхи ырăлăх эрни” "”Весенняя неделя Добра”".
Тăвай районĕнче пурăнакан кашни çамрăк, ача-пăча, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, вĕсен ертÿçисем, предпринимательсем ыр кăмăллăх марафонне хутшăнасса шанас килет.
Унта çамрăксем харпăр хăй тĕллĕн те, ушкăнпа та хутшăнма пултараççĕ.
Марафон конкурс шайĕнче иртет. Конкурсра вара яланах çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Эсир те вĕсенчен пĕри пулма пултаратăр.
Харпăр хăй тĕллĕн е ушкăнпа "командăпа" зачета хутшăнакансен ырă ĕçĕсен дневникне тумалла.
Унăн тĕп критерийĕсен шутне ырă ĕçсен шучĕ, миçе çынна пулăшни, марафон вăхăтĕнче проект хатĕрлесе ăна пурнăçа кĕртни, харпăр хăй ĕçне хаçат-журналта çутатса пани, фото тата видеоматериалсем пурри кĕреççĕ.
Çавăн пекех эсир Марафон форумне www. molgorod.info электронлă адреспа кĕрсе хăвăрăн ырă ĕçĕрсем çинчен ыттисене пĕлтерме пултаратăр.
Паллах, çакнашкал конкурссенче шкул ачисем активлă пуласси куçкĕретех. Çапах та ыттисене те, уйрăмах тĕрлĕрен вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен тата ĕçлекен çамрăксене “Ырă ĕç тума васкăр!” конкурс-марафона хастар хутшăнма чĕнсе калас килет. Сирĕн ырă ĕçĕрсемпе ĕçтешĕрсем, ял-йыш мухтантăр, çав вăхăтрах конкурсра çĕнтерме шанчăк та пур. Пĕтĕмпех хамăртан килет.
“Ырă туни яланах ырăпа таврăнать”, –тенĕ чăваш халăхĕ. Ырă ĕç тăвакана хисеп те сăвап. Çакна манас марччĕ, Тăвай енĕн яшĕсемпе хĕрĕсем!