Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пуш уйăхĕнче ытларах çуралнă

Çурхи пĕрремĕш уйăх вĕçленчĕ. Мартра пурĕ 19 ача çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен çемьери пĕр-ремĕш ачасем – çиччĕн, иккĕмĕш ачасем – çиччĕн, виççĕмĕш ача вара пиллĕкĕн пулнă. Максим, Елена ятсем ытларах хунă çĕнĕ “кайăксене”.

Иртнĕ çул çак тапхăрта пĕр туй кăна пулнă, кăçал вара – саккăр. 15-шĕ пуçласа çемье çавăрнă, пĕри иккĕмĕш хут телей шырать.

Пĕр уйăх хушшинче, шел пулин те, пурĕ 30 çын пурнăçран уйрăлнă, 13 арçын тата 17 хĕрарăм. Виçĕ çемье арканнă, пĕр тĕслĕхре ашшĕ кам пулнине çирĕплетнĕ.



"Ял ĕçченĕ"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться