Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тасалăх сехечĕ ирттереççĕ

Тăвай район пуçлăхĕ çумĕнчи ял тăрăхĕсен Канашĕн ларăвĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессине, тасалăхра тытассине пăхса тухнă. Çăва кĕнĕ май район центрĕпе территорири ялсен сăн-сăпатне лайăхлатма администраци пуçлăхĕ Н.Иванов, унăн çумĕ Г.Гаврилов, экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн ертÿçи А.Михайлов, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертÿçи А.Григорьев сĕнÿсем панă, паянхи кун ку енĕпе мĕн туни çинчен каласа кăтартнă.

Ларура Тăвайĕнче шыва кĕмелли вырăн тăвас, уйрăм киосксемпе пĕчĕк лавккасен умĕсене таса тытас ыйтăва та сÿтсе явнă. Пухăннисем кашни эрне кун тасалăх сехечĕ ирттерме йышăннă.




"Ял ĕçченĕ"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться